Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Турӑ Сӑмахӗпе паллаштарни

Библире пире валли Туррӑн хыпарне, е сӑмахне, ҫырнӑ. Унта пирӗн телейлӗ пулас тесен тата Турӑ пире ырлатӑр тесен мӗн тумаллине каланӑ. Тата унта ҫак ыйтусем ҫине хуравсем тупма пулать:

БИБЛИРЕ КИРЛӖ СӐВӐ ЙӖРКИСЕНЕ МӖНЛЕ ТУПМА ПУЛАТЬ?

Библи — 66 пысӑках мар кӗнекен пуххи. Вӑл икӗ пайран тӑрать: Еврей-Арамей Ҫырӑвӗсем («Авалхи Халал») тата Христианла Грек Ҫырӑвӗсем («Ҫӗнӗ Халал»). Кашни кӗнекене сыпӑксемпе сӑвӑ йӗркисем ҫине пайланӑ. Пӗр-пӗр сӑвӑ йӗркине илсе панӑ чухне кӗнеке ячӗ хыҫҫӑн тӑракан малтанхи хисепӗ сыпӑка пӗлтерет, тепӗр хисепӗ (е хисепӗсем) сӑвӑ йӗркине (е сӑвӑ йӗркисене) пӗлтерет. Тӗслӗхрен, Матфей 1:1 тесе ҫырни Матфей ҫырнӑ Евангелири 1-мӗш сыпӑкри 1-мӗш сӑвӑ йӗркине пӗлтерет.