Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

18-мӗш ыйту

Турӑпа мӗнле майпа ҫывӑхланма пулать?

«Эсӗ кӗлтунине илтетӗн, сан патна пур тӗрлӗ ҫын килӗ»

(Псалом 64:3).

«Пӗтӗм чӗрӳпе Иеговӑна шанса пурӑн, хӑвӑн ӑс-тӑнна ан шан. Кирек мӗн тунӑ чухне те ӑна асра тыт, вара вӑл сана тӗрӗс ҫул кӑтартӗ»

(Ытарӑшсем 3:5, 6).

«Ӗмӗрлӗх пурнӑҫ илес тесен сана, пӗртен-пӗр чӑн Турра, тата хӑв янӑ Иисус Христоса пӗлсе пымалла»

(Иоанн 17:3).

«[Турӑ] пирӗнтен кашнинчен инҫех те мар»

(Апостолсен ӗҫӗсем 17:27).

«Эсир тӗрӗс пӗлӳ илсе пынӑ май тата Туррӑн ирӗкне пӗтӗмпех ӑнланса пынӑ май сирӗн юрату ӳснӗҫемӗн ӳссе пытӑрччӗ тесе эпӗ кӗлтӑватӑп»

(Филиппӑ 1:9).

«Сирӗнтен кама та пулин ӑслӑлӑх ҫитеймест пулсан, уҫӑ кӑмӑлпа тата пӗр ӳпкелешмесӗр паракан Турӑран ыйттӑр, вара илӗ»

(Иаков 1:5).

«Турӑпа ҫывӑхланӑр, вара вӑл та сирӗнпе ҫывӑхланӗ. Ҫылӑхлӑ ҫынсем, аллӑрсене ҫуса тасатӑр. Иккӗленсе тӑракансем, хӑвӑр чӗрӗрсене тасатӑр»

(Иаков 4:8).

«Турра юратни унӑн заповечӗсене тытса тӑнине пӗлтерет, унӑн заповечӗсене тытса тӑма вара йывӑр мар»

(1 Иоанн 5:3).