Апостолсен ӗҫӗсем 2:1—47

  • Аллӑмӗш кун уявӗнче святой сывлӑш анни (1—13)

  • Пётр сӑмах тухса калани (14—36)

  • Халӑх Пётр каланӑ сӑмахсене йышӑннӑ (37—41)

    • 3 000 ҫын шыва кӗнӗ (41)

  • Христиансем пӗр-пӗриншӗн тӑрӑшаҫҫӗ (42—47)

2  Аллӑмӗш кун уявӗнче вӗсем пурте пӗрле ҫав кил-ҫуртрах пулнӑ.  Сасартӑк тӳперен вӑйлӑ ҫил кӗрлесе килнӗ евӗрлӗ шав илтӗнсе кайнӑ, вӗсем пуҫтарӑннӑ пӗтӗм ҫурт ҫав шавпа тулнӑ.  Вӗсем темӗскер вут-ҫулӑм евӗрлисене курах кайнӑ. Ҫавсем пайланса кашнийӗ ҫине пӗршерӗн аннӑ.  Вара вӗренекенсем пурте святой сывлӑшпа тулнӑ та сывлӑш панӑ пултарулӑха пула тӗрлӗ чӗлхепе калаҫма тытӑннӑ.  Ҫав вӑхӑтра Иерусалимра тӗрлӗ ҫӗршывран килнӗ иудейсем, Турра хисеплекенскерсем, пулнӑ.  Ҫав шав илтӗнсе кайсан, халӑх пухӑннӑ. Ҫынсем аптрасах ӳкнӗ, мӗншӗн тесен вӗсенчен кашнийӗ вӗренекенсем вӗсен тӑван чӗлхипе калаҫнине илтнӗ.  Вӗсем тӗлӗнмеллипех тӗлӗнсе ҫапла каланӑ: «Ҫак калаҫакансем пурте Галиле́я ҫыннисем мар-и вара?  Мӗнле-ха пирӗнтен кашни хӑйӗн тӑван чӗлхине илтет?  Па́рфи, Ми́ди тата Ела́м ҫыннисем, Месопотамире, Иудейӑра, Каппадокире, Понтра, Азире*, 10  Фригире, Памфилире, Египетра, Кире́на ҫывӑхӗнчи Ли́ви ҫӗрӗсенче пурӑнакансем, Римран килнисем, еврейсем те, прозелитсем* те, 11  Крит тата Ара́ви ҫыннисем — эпир пурте вӗсем Туррӑн аслӑ ӗҫӗсем ҫинчен пирӗн чӗлхесемпе калаҫнине илтетпӗр». 12  Пурте хытӑ тӗлӗнсе, ним шутлама пӗлмесӗр пӗр-пӗринчен: «Мӗне пӗлтерет-ши ку?» — тесе ыйтнӑ. 13  Хӑш-пӗрисем вара вӗсенчен тӑрӑхласа: «Кусем хӗрлӗ эрех* ӗҫсе лартнӑ», — тенӗ. 14  Вара Пётр 11 апостолпа мала тухса тӑрса хытӑ сасӑпа каланӑ: «Иудея ҫыннисем тата Иерусалимра пурӑнакансем пурте, манӑн сӑмахсене тимлӗ итлӗр. 15  Ҫак ҫынсем ӳсӗр тесе ан шутлӑр, мӗншӗн тесен халӗ ирхи тӑхӑр сехет* кӑна-ха. 16  Эсир Иои́ль пророкӑн сӑмахӗсем пурнӑҫланнине куратӑр. Вӑл ҫапла каланӑ: 17  „Юлашки кунсенче, — тет Турӑ, — эпӗ хамӑн сывлӑша пур ҫын ҫине те антарӑп, вара сирӗн ывӑлсемпе хӗрсем пророкла калаҫма пуҫлӗҫ, сирӗн яшсем курӑнусем курӗҫ, сирӗн ватӑ ҫынсем тӗлӗксем курӗҫ. 18  Ҫав кунсенче эпӗ хамӑн арҫын чурасем ҫине те, хӗрарӑм чурасем ҫине те хамӑн сывлӑша ярӑп, вара вӗсем пророкла калаҫӗҫ. 19  Эпӗ тӳпере тӗлӗнмелле ӗҫсем туса кӑтартӑп, ҫӗр ҫинче паллӑсем: юн, вут-ҫулӑм тата мӑкӑрланса тӑракан тӗтӗм — кӑтартӑп. 20  Иеговӑн* аслӑ та мухтавлӑ кунӗ ҫитиччен хӗвел тӗттӗмленӗ, уйӑх юн пек хӗрелӗ. 21  Иеговӑна* ятран чӗнсе ыйтакан кашнийӗ ҫӑлӑнӗ“. 22  Израиль ҫыннисем! Итлӗр-ха эпӗ мӗн каланине. Турӑ Назаре́т Иисусне хӑй янине уҫҫӑн кӑтартрӗ: вӑл сирӗн хушшӑрта ҫав ҫын урлӑ тӗлӗнмелле ӗҫсем турӗ, хӑватсемпе паллӑсем кӑтартрӗ, ҫавна эсир хӑвӑрах пӗлетӗр. 23  Ӑна сирӗн алла панӑ, ҫапла пуласса Турӑ малтанах пӗлнӗ, ҫакӑ унӑн ирӗкӗпе пулса иртрӗ. Эсир вара ӑна ҫылӑхлӑ ҫынсен аллипе юпа ҫине пӑталаса вӗлертӗр. 24  Анчах та Турӑ ӑна вилӗм тыткӑнӗнчен* хӑтарса чӗртсе тӑратрӗ, вилӗм ӑна тытса чараймарӗ. 25  Давид ун ҫинчен ҫапла калать: „Эпӗ яланах хам умра Иеговӑна* курса тӑратӑп. Вӑл манӑн сылтӑм енче — эпӗ нихӑҫан та шикленмӗп. 26  Ҫавӑнпа манӑн чӗрем хӗпӗртет, чӗлхем хавассӑн калаҫать. Эпӗ шанчӑкпа пурӑнӑп, 27  мӗншӗн тесен эсӗ мана* виле шӑтӑкӗнче* хӑвармӑн, хӑвна чунтан парӑннӑскере ҫӗрсе кайма памӑн. 28  Эсӗ мана пурнӑҫ ҫулне кӑтартрӑн. Эпӗ хӑвпа юнашар пулнӑ чухне эсӗ манӑн чӗрене савӑнӑҫпа тултарӑн“. 29  Арҫын тӑвансем, сире тӳррӗн калам: Давид, йӑх пуҫӗ, вилнӗ, ӑна пытарнӑ, унӑн тупӑклӑхӗ паянхи кунчченех упранса юлнӑ. 30  Давид пророк пулнӑ тата хӑйӗн престолӗ ҫине хӑйӗн тӑхӑмӗ ларасси ҫинчен Турӑ тупа туса сӑмах панине пӗлнӗ, ҫавӑнпа та 31  вӑл Христос вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасса малтанах пӗлсе тӑнӑ тата вӑл: „Христоса виле шӑтӑкӗнче* хӑвармӗҫ, унӑн кӗлетки ҫӗрсе каймӗ“, — тенӗ. 32  Турӑ ҫав Иисуса вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ, эпир пурте ҫавна хамӑр куҫпах куртӑмӑр. 33  Турӑ ӑна хӑйӗн сылтӑм енне лартса асла кӑларчӗ, вара вӑл хӑйне пама шантарнӑ святой сывлӑша Ашшӗнчен илсе ӑна пирӗн ҫине антарчӗ. Шӑп ҫавна эсир халӗ курса-илтсе тӑратӑр. 34  Давид тӳпене хӑпарман, вӑл хӑй ҫапла калать: „Иегова* манӑн Ҫӳлхуҫана каланӑ: 35  ‚Эпӗ санӑн тӑшманусене уру айне тӑвиччен манӑн сылтӑм енче лар‘“. 36  Ҫавӑнпа та пӗтӗм Израиль халӑхӗ ҫакна ҫирӗп пӗлсе тӑтӑр: Турӑ Иисуса, эсир юпа ҫине пӑталанӑскере, Ҫӳлхуҫа тата Христос туса хучӗ». 37  Ҫак сӑмахсем итлекенсен чӗрине пырса тивнӗ, вара вӗсем Пётрпа ытти апостолсенчен ыйтнӑ: «Тӑвансем, пирӗн вара мӗн тумалла-ши?» 38  Пётр вӗсене каланӑ: «Ӳкӗнӗр, сирӗнтен кашни, хӑйӗн ҫылӑхӗсем каҫарӑнччӑр тесе, Иисус Христос ячӗпе шыва кӗтӗр, вара эсир святой сывлӑш илетӗр*. 39  Мӗншӗн тесен святой сывлӑш парасси пирки пирӗн Иегова* Турӑ хӑй патне чӗнсе илекенсене пурне те — сире те, сирӗн ачасене те тата аякрисене те — сӑмах панӑ». 40  Пётр вӗсене тата нумай ҫирӗплетӳ илсе панӑ* тата вӗсене: «Ҫак пӑсӑлнӑ ӑруран хӑтӑлӑр», — тесе ӳкӗтленӗ. 41  Пётр каланӑ сӑмахсене хаваспах йышӑннӑ ҫынсем шыва кӗнӗ, вара ҫав кун тата 3 000-е яхӑн ҫын вӗренекен пулса тӑнӑ. 42  Вӗсем пӗрмаях апостолсенчен вӗреннӗ, пӗр-пӗринпе хутшӑннӑ*, пӗрле апат ҫинӗ тата кӗлтунӑ. 43  Апостолсем нумай тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑран тата паллӑсем кӑтартнӑран пурте Турӑран хӑрама пуҫланӑ. 44  Иисуса ӗненме пуҫланисем пурте пӗрле пулнӑ, вӗсем мӗн пуррине йӑлтах пӗрле пайланӑ. 45  Вӗсем хӑйсен пурлӑхне тата ҫӗрне сутнӑ та сутса тунӑ укҫаран кашнине мӗн кирлине кура валеҫсе тӑнӑ. 46  Кунран-кун вӗренекенсем пӗр шухӑшлӑ пулса храмра пуҫтарӑннӑ. Вӗсем пӗр-пӗрне хӑйсен килӗсене апат ҫиме чӗннӗ, ҫав тери савӑнса, пӗтӗм чун-чӗререн хӑйсен апатне пӗрле пайланӑ, 47  Турра мухтаса пурӑннӑ. Вӗсем пӗтӗм халӑхӑн кӑмӑлне кайнӑ. Ҫав хушӑра Иегова* вӗсен йышне, ҫӑлӑнакансене хушӑнтарса, кашни кун ӳстерсех пынӑ.

Сноскӑсем

Словаре пӑхӑр.
Урӑхла каласан, иудей тӗнне йышӑннӑ урӑх халӑх ҫыннисем.
Е «ҫӗнӗ хӗрлӗ эрех».
Е «виҫҫӗмӗш сехет» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).
Е, тен, «тӑллинчен». Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «асапӗсенчен».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ман чунӑма». Словарьте «Чун» статьяна пӑхӑр.
Грекла ха́дес. Словаре пӑхӑр.
Грекла ха́дес. Словаре пӑхӑр.
Е «святой сывлӑша парне пек илетӗр».
Е «тата нумай сӑмах каласа тӗплӗн ӑнлантарнӑ».
Е «мӗн пуррине пӗрле пайланӑ».