Апостолсен ӗҫӗсем 4:1—37
4 Пётрпа Иоанн халӑхпа калаҫса тӑнӑ чухне вӗсем патне священниксем, храмӑн пуҫлӑхӗ тата саддукейсем пынӑ.
2 Вӗсене апостолсем халӑха вӗрентни тата Иисус вилӗмрен чӗрӗлсе тӑни ҫинчен уҫҫӑн калани питӗ тарӑхтарнӑ.
3 Ҫавӑнпа та вӗсем Пётрпа Иоана арестленӗ те тепӗр кунччен хурал аллине панӑ, мӗншӗн тесен каҫ пулса ҫитнӗ пулнӑ.
4 Ҫапах та вӗсене итлекенсенчен нумайӑшӗ ӗненнӗ, ӗненекенсен* шучӗ 5 000-е яхӑн пулса тӑнӑ.
5 Тепӗр кунне Иерусалимра иудейсен пуҫлӑхӗсем, старейшинӑсем тата закон вӗрентӳҫисем пӗрле пухӑннӑ.
6 Унта аслӑ священник Анна, Каиа́фа, Иоанн, Александр тата аслӑ священникӑн пур тӑванӗ те пынӑ.
7 Вӗсем Пётрпа Иоана хӑйсен умне тӑратнӑ та: «Эсир ҫак ӗҫе мӗнле хӑватпа, кам ячӗпе турӑр?» — тесе ыйтнӑ.
8 Пётр, святой сывлӑшпа тулса, вӗсене каланӑ:
«Халӑх пуҫлӑхӗсем тата старейшинӑсем!
9 Паян пире уксах ҫын валли тунӑ ырӑ ӗҫ пирки ыйтса тӗпчеҫҫӗ пулсан тата эсир ӑна кам сыватнине пӗлесшӗн пулсан,
10 эсир те, пӗтӗм Израиль халӑхӗ те ҫакна пӗлсе тӑрӑр: ҫак ҫынна Назаре́т Иисус Христосӗ ячӗпе сыватнӑ. Эсир ӑна юпа ҫине пӑталаса вӗлертӗр, анчах Турӑ ӑна вилӗмрен чӗртсе тӑратрӗ. Ӑна пула ҫак ҫын сирӗн умра сывӑ тӑрать.
11 Ҫав Иисус — „эсир, ҫурт тӑвакансем, тиркенӗ чул; вӑл кӗтесӗн ҫӳлти чулӗ* пулса тӑчӗ“.
12 Пире унсӑр пуҫне никам та ҫӑлас ҫук, мӗншӗн тесен ҫӗр ҫинче ҫынсем хушшинче пире ҫӑлакан урӑх ят ҫук».
13 Вӗсем Пётрпа Иоанӑн хӑюлӑхне* курсан тата вӗсем вӗренмен*, ахаль ҫынсем пулнине асӑрхасан питӗ тӗлӗннӗ. Вӗсем ӗнтӗ кусем Иисуспа пӗрле ҫӳренӗ ҫынсем пулнине ӑнланса илнӗ.
14 Анчах та Пётрпа Иоанн ҫумӗнче тӑракан сывалнӑ ҫынна курнӑран вӗсем хирӗҫ нимӗн те калайман.
15 Вара вӗсем ҫав арҫынсене Синедрио́н залӗнчен тухма хушса хӑйсем хушшинче канашлама пуҫланӑ:
16 «Ку ҫынсемпе мӗн тумалла-ши? Вӗсем чӑнах та тӗлӗнмелле ӗҫ тунӑ вӗт. Иерусалимра пурӑнакансем пурте ҫавна пӗлеҫҫӗ, эпир ҫакӑ пулман теме пултараймастпӑр.
17 Ҫакӑн ҫинчен халӑхра сӑмах малалла ан сарӑлтӑр тесе вӗсене хӑратар та ҫав ҫыннӑн ячӗпе урӑх никампа та ан калаҫӑр тесе хушар».
18 Вӗсем апостолсене чӗнсе илнӗ те Иисус ячӗпе нимӗн калама та, вӗрентме те хушман.
19 Анчах Пётрпа Иоанн вӗсене каланӑ: «Хӑвӑрах шутласа пӑхӑр-ха, Турра итлес вырӑнне сире итлени Турӑ умӗнче тӗрӗс пулӗ-и?
20 Эпир хамӑр мӗн курнине, мӗн илтнине каламасӑр тӑраймастпӑр».
21 Вара халӑх пуҫлӑхӗсемпе старейшинӑсем наказани пама сӑлтав тупаймасӑр вӗсене тепӗр хут хӑратнӑ та кӑларса янӑ. Унсӑр пуҫне, вӗсем халӑхран та хӑранӑ, мӗншӗн тесен ҫынсем пурте пулса иртнишӗн Турра мухтанӑ.
22 (Тӗлӗнмелле майпа сывалнӑ ҫын 40 ҫултан иртнӗскер пулнӑ.)
23 Хӑйсене кӑларса ярсан, Пётрпа Иоанн ытти вӗренекенсем патне кайнӑ та хӑйсене аслӑ священниксемпе старейшинӑсем мӗн каланине каласа панӑ.
24 Ҫавна илтсен, вӗсем пурте пӗрле Турра кӗлтума пуҫланӑ:
«Аслӑ Ҫӳлхуҫа, эсӗ тӳпене те, ҫӗре те, тинӗсе те, вӗсенче мӗн пуррине те тунӑ.
25 Тата эсӗ святой сывлӑш урлӑ пирӗн мӑн асаттене Давида, хӑвӑн ӗҫлекенне, ҫапла калаттарнӑ: „Мӗншӗн халӑхсем пӑлханаҫҫӗ-ши? Мӗншӗн ҫынсем ним усӑсӑр ӗҫ тума шутлаҫҫӗ-ши?
26 Ҫӗр ҫинчи патшасем Иеговӑна* хирӗҫ тата вӑл суйласа илнӗскере* хирӗҫ тӑчӗҫ, пуҫлӑхсем те пӗрлешсе вӗсене хирӗҫ кайрӗҫ“.
27 Иродпа По́нтий Пила́т, Израиль ҫыннисемпе тата урӑх халӑх ҫыннисемпе пӗрлешсе, эсӗ суйласа илнӗ сӑваплӑ ӗҫлекене, Иисуса, хирӗҫ тӑчӗҫ,
28 эсӗ хӑвӑн вӑюпа* тата хӑвӑн ирӗкӳпе малтанах палӑртса хунине турӗҫ.
29 Иегова*, вӗсем пире хӑратнине курсам тата пире, хӑвӑн чурусене, хӑвӑн сӑмахна хӑюллӑн калама пулӑшсам.
30 Санӑн аллу малалла та сываттӑр, тата санӑн сӑваплӑ ӗҫлекенӳ, Иисус, ячӗпе паллӑсемпе тӗлӗнмелле ӗҫсем малалла та пулччӑр».
31 Хӗрӳллӗн кӗлтунӑ хыҫҫӑн, вӗсем пуҫтарӑннӑ вырӑн чӗтренсе кайнӑ та, пурин ҫине те святой сывлӑш аннӑ, вара вӗсем Турӑ сӑмахне хӑюллӑн калама пуҫланӑ.
32 Ӗненекенсем нумаййӑн пулнӑ, вӗсем пӗр кӑмӑллӑ, пӗр шухӑшлӑ пулнӑ. Вӗсенчен нихӑшӗ те хӑйӗн пурлӑхӗ пирки манӑн темен, вӗсем хӑйсен мӗн пуррине пӗрле пайланӑ.
33 Апостолсем Иисус Ҫӳлхуҫа чӗрӗлсе тӑни ҫинчен питӗ хӑватлӑн* пӗлтернӗ. Турӑ хӑйӗн виҫесӗр ырӑлӑхне кӑтартса вӗсене нумай пилленӗ.
34 Вӗсем хушшинче никам та ҫитмен пурнӑҫпа пурӑнман, мӗншӗн тесен ҫӗр пуррисем е кил-ҫурт пуррисем вӗсене сутса укҫине
35 апостолсене илсе пырса панӑ. Ҫав укҫаран кашнине мӗн кирлине кура валеҫсе тӑнӑ.
36 Иосиф левит та, Кипрта ҫуралнӑскер, ҫапла тунӑ (апостолсем ӑна Варна́ва тесе те чӗннӗ, ку «йӑпату ывӑлӗ» тесе куҫарӑнать).
37 Вӑл хӑйӗн ҫӗрне сутнӑ та укҫине апостолсене илсе пырса панӑ.
Сноскӑсем
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «арҫынсен».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «кӗтес пуҫӗ».
^ Е «Пётрпа Иоанн тӳррӗн каланине».
^ Урӑхла каласан, раввинсен шкулӗнче вӗренмен. Кунта хут пӗлменни ҫинчен сӑмах пымасть.
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.
^ Е «унӑн Христосне».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «аллупа».
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.
^ Е «ӑнӑҫлӑн».