Лука 23:1—56

  • Иисус Пилат умӗнче тата Ирод умӗнче тӑрать (1—25)

  • Иисуса тата икӗ преступника юпасем ҫине пӑталаҫҫӗ (26—43)

    • «Эсӗ манпа пӗрле райра пулӑн» (43)

  • Иисус вилет (44—49)

  • Иисуса пытараҫҫӗ (50—56)

23  Унтан вӗсем пурте тӑнӑ та Иисуса Пила́т патне илсе кайнӑ.  Вӗсем Иисуса ҫапла айӑплама пуҫланӑ: «Ҫак ҫын халӑха пӑлхав ҫӗклеме хистет, цезаре* налог тӳлеме хушмасть тата хӑйне Христос, патша тет».  Пила́т унран ыйтнӑ: «Эсӗ иудейсен патши-и?» Иисус ӑна: «Ҫакна эсӗ хӑвах калатӑн», — тесе хуравланӑ.  Унтан Пила́т аслӑ священниксене тата халӑха каланӑ: «Эпӗ ҫак ҫынра нимӗнле айӑп та курмастӑп».  Анчах лешсем ҫине тӑрсах каланӑ: «Вӑл Галилейӑран пуҫласа пӗтӗм Иудея тӑрӑх хӑйӗн вӗрентӗвӗпе халӑха пӑлхатса ҫӳрет. Акӑ халӗ кунта та килчӗ».  Ҫакна илтсен Пила́т: «Вӑл Галиле́я ҫынни-им?» — тесе ыйтнӑ.  Вӑл И́род тытса тӑракан ҫӗрти ҫын иккенне пӗлсен, Пила́т ӑна И́род патне янӑ, ҫав кунсенче И́род шӑпах Иерусалимра пулнӑ.  Иисуса курсан И́род питӗ савӑннӑ, ун ҫинчен нумай илтнӗрен вӑл ӑна тахҫанах курасшӑн пулнӑ тата хӑйне Иисус мӗнле те пулин тӗлӗнмелле ӗҫ туса кӑтартасса шаннӑ.  И́род ӑна нумай ыйту панӑ, анчах Иисус ӑна нимӗн те хуравламан. 10  Ҫавӑнта тӑракан аслӑ священниксемпе закон вӗрентӳҫисем мала тухса тӑрса Иисуса хытӑ айӑпланӑ. 11  Вара И́род хӑйӗн салтакӗсемпе пӗрле ӑна хурласа пӗтернӗ, чаплӑ тумтир тӑхӑнтартса унран кулнӑ, унтан ӑна каялла Пила́т патне янӑ. 12  Иродпа Пила́т, унччен пӗр-пӗринпе хирӗҫсе пурӑннӑскерсем, ҫав кун туслашса кайнӑ. 13  Унтан Пила́т аслӑ священниксене, пуҫлӑхсене тата халӑха чӗнсе пуҫтарнӑ та 14  вӗсене каланӑ: «Эсир ҫак ҫынна вӑл халӑха пӑлхав ҫӗклеме хистет тесе ман пата илсе килтӗр. Акӑ эпӗ ӑна хӑвӑр умӑртах ыйтса тӗпчерӗм, анчах эсир ку ҫынна мӗн пирки айӑплатӑр, ҫавӑншӑн вӑл айӑплӑ маррине куртӑм. 15  И́род та унра нимӗнле айӑп та тупман, ҫавӑнпа ӗнтӗ ӑна пирӗн пата каялла ячӗ. Эппин, ҫак ҫын вилӗме тивӗҫлине нимӗн те туман. 16  Ҫавӑнпа эпӗ ӑна чӗн пушӑпа хӗнеттерӗп те ирӗке кӑларӑп». 17  ——* 18  Анчах пӗтӗм халӑх: «Вӗлерттер ӑна! Пире Вараввӑна кӑларса пар!» — тесе кӑшкӑрнӑ. 19  (Ҫав ҫынна хулара пӑлхав ҫӗкленӗшӗн тата ҫын вӗлернӗшӗн тӗрмене хупнӑ пулнӑ.) 20  Пила́т Иисуса ирӗке кӑларасшӑн пулнӑ, ҫавӑнпа вӑл вӗсемпе татах калаҫма пуҫланӑ. 21  Вара вӗсем: «Пӑталаттар ӑна! Юпа ҫине пӑталаттар ӑна!» — тесе кӑшкӑрма тытӑннӑ. 22  Пила́т вӗсене виҫҫӗмӗш хут каланӑ: «Мӗн усалли тунӑ вара вӑл? Ӑна вӗлерме эпӗ унра нимӗнле айӑп та тупаймарӑм, ҫавӑнпа эпӗ ӑна чӗн пушӑпа хӗнеттерӗп те ирӗке кӑларӑп». 23  Анчах вӗсем ҫине тӑрсах, хыттӑн кӑшкӑрса, Иисуса пӑталаттарма ыйтнӑ. Вӗсем ҫав тери хытӑ кӑшкӑрнӑран 24  Пила́т вӗсем ыйтнӑ пек тума килӗшнӗ. 25  Вӑл леш ҫынна, пӑлхав ҫӗкленӗшӗн тата ҫын вӗлернӗшӗн тӗрмере лараканскере, вӗсем ыйтнипе ирӗке кӑларнӑ, Иисуса вара, вӗсем каланӑ пек, пӑталаттарнӑ. 26  Иисуса илсе кайнӑ чухне салтаксем хиртен килекен Си́мон ятлӑ Кире́на ҫыннине ярса тытнӑ та унӑн хулпуҫҫийӗ ҫине юпа хурса ӑна Иисус хыҫҫӑн йӑтса пыма хушнӑ. 27  Иисус хыҫӗнчен питӗ нумай ҫын пынӑ. Вӗсем хушшинче хуйхӑрнипе хӑйсене кӑкӑрӗнчен ҫапса, уласа макӑрса пыракан хӗрарӑмсем те пулнӑ. 28  Иисус хӗрарӑмсем енне ҫаврӑнса каланӑ: «Иерусалим хӗрӗсем, маншӑн ан макӑрӑр. Хӑвӑршӑн тата хӑвӑр ачӑрсемшӗн макӑрӑр, 29  мӗншӗн тесен ҫакӑн пек вӑхӑт ҫитӗ, ун чухне: „Ача тӑвайман, ҫуратман, кӑкӑр ӗмӗртмен хӗрарӑмсем телейлӗ!“ — тейӗҫ. 30  Ҫавӑн чухне ҫынсем тусене: „Ӳкӗр пирӗн ҫине!“ — теме пуҫлӗҫ, сӑртсене: „Хупласа хурӑр пире!“ — тейӗҫ. 31  Йывӑҫра сӗткен пур чухне ҫапла пулать пулсан, вӑл типсе ларсан мӗн пулӗ?» 32  Иисуспа пӗрле тепӗр икӗ ҫынна юпа ҫине пӑталама илсе пынӑ, вӗсем преступниксем пулнӑ. 33  Пуҫ купташки текен вырӑна ҫитсен салтаксем Иисуса та, унпа юнашар ҫав икӗ преступника та юпасем ҫине пӑталанӑ: пӗрне — унӑн сылтӑм енне, теприне — сулахай енне. 34  Иисус каланӑ: «Атте, каҫар вӗсене, вӗсем хӑйсем мӗн тунине хӑйсем те пӗлмеҫҫӗ». Унтан салтаксем шӑпа ярса унӑн тумтирне пайланӑ. 35  Халӑх пӑхса тӑнӑ. Пуҫлӑхсем вара унран кулса каланӑ: «Ыттисене ҫӑлатчӗ-ҫке. Вӑл Турӑ янӑ Христос пулсан, Турӑ суйласа илнӗскер пулсан, хӑйне хӑй ҫӑлтӑр». 36  Унран салтаксем те мӑшкӑлласа кулнӑ, ун патне пырса йӳҫӗ эрех сӗнсе 37  ӑна каланӑ: «Эсӗ иудейсен патши пулсан, хӑвна хӑв ҫӑл». 38  Унӑн пуҫӗ тӑрринче «Ку иудейсен патши» тесе ҫырса хуни пулнӑ. 39  Преступниксенчен пӗри ӑна ҫапла хӑртма пуҫланӑ: «Эсӗ Христос мар-им? Хӑвна та, пире те ҫӑл!» 40  Анчах тепри ӑна питлесе каланӑ: «Эсӗ Турӑран пачах та хӑрамастӑн-им? Сана хӑвна та вӗлерме суд тунӑ-ҫке! 41  Пире тӗрӗсех айӑпланӑ, эпир хамӑр ӗҫсемшӗн тивӗҫлине илетпӗр. Ҫак ҫын вара нимӗнле усал ӗҫ те туман». 42  Унтан вӑл каланӑ: «Иисус, Патша пулса тӑрсан*, аса илсем мана». 43  Иисус ӑна каланӑ: «Чӑн калатӑп сана паян: эсӗ манпа пӗрле райра пулӑн». 44  Кӑнтӑрлахи вуникӗ сехет* тӗлнелле пулнӑ пулин те, ҫавӑнти пӗтӗм ҫӗре тӗттӗм хупӑрласа илнӗ, ҫакӑ кӑнтӑрла иртни виҫӗ сехетчен* тӑсӑлнӑ, 45  мӗншӗн тесен хӗвел ҫути курӑнма пӑрахнӑ. Храмри чаршав вара ҫурмалла ҫурӑлса аннӑ. 46  Иисус хыттӑн кӑшкӑрса каланӑ: «Атте, хамӑн сывлӑшӑма сан аллуна паратӑп!» Ҫакна каланӑ хыҫҫӑн вӑл вилсе кайнӑ*. 47  Ҫӗр салтак пуҫлӑхӗ*, ҫавӑнта мӗн пулнине курсан, Турра мухтама пуҫласа ҫапла каланӑ: «Ку чӑнах та тӳрӗ ҫын пулнӑ иккен». 48  Иисуса пӑталанине курма пуҫтарӑннӑ халӑх мӗн пулса иртнине курсан, хӑйсене кӑкӑрӗсенчен ҫапа-ҫапа килӗсене саланнӑ. 49  Иисуса пӗлекенсем пурте, ҫав шутрах унпа пӗрле Галилейӑран килнӗ хӗрарӑмсем те, ҫакна пурне те аякран пӑхса тӑнӑ. 50  Унта Иосиф ятлӑ ырӑ та тӳрӗ ҫын пулнӑ, вӑл иудейсен Аслӑ судӗнчи* ҫын пулнӑ. 51  (Вӑл вӗсен каварлӑ ӗҫне хутшӑнман, вӗсем мӗн тӑвасшӑн пулнипе килӗшмен.) Иосиф Аримафейӑран, иудейсен хулинчен, пулнӑ. Вӑл Турӑ Патшалӑхӗ килессе кӗтнӗ. 52  Ҫак ҫын Пила́т патне пырса хӑйне Иисусӑн кӗлеткине пама ыйтнӑ. 53  Вӑл унӑн кӗлеткине юпа ҫинчен антарса паха йӗтӗн пирпе чӗркенӗ те ту хысакӗнче касса тунӑ тупӑклӑха хунӑ, унччен унта никама та пытарман пулнӑ. 54  Ҫав кун хатӗрленмелли кун пулнӑ. Шӑматкун ҫитсе пынӑ. 55  Иисуспа пӗрле Галилейӑран килнӗ хӗрарӑмсем те тупӑклӑх патне кайнӑ, вӗсем тупӑклӑха тата унӑн кӗлеткине мӗнле хунине курасшӑн пулнӑ. 56  Унтан вӗсем ырӑ шӑршӑллӑ курӑксемпе сӗрмелли ҫусем хатӗрлеме каялла таврӑннӑ. Шӑматкун вара, закона пӑхӑнса, вӗсем каннӑ.

Сноскӑсем

Е «императора».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑвӑн Патшалӑхна кӗрсен».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «улттӑмӗш сехет» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «тӑххӑрмӗш сехет ҫитиччен» (хӗвел тухнӑ хыҫҫӑн).
Е «унӑн юлашки сывлӑшӗ тухнӑ».
Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «центурио́н».
Е «Синедрионри».