Ӳлӗмхи 7:1—17
7 Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ ҫӗрӗн тӑватӑ кӗтесӗнче тӑракан тӑватӑ ангела куртӑм. Ҫӗр ҫине те, тинӗс ҫине те, нимӗнле йывӑҫ ҫине те ҫил ан вӗртӗр тесе вӗсем ҫӗрӗн тӑватӑ ҫилне тытса тӑратчӗҫ.
2 Унтан эпӗ хӗвелтухӑҫ енчен хӑпаракан тепӗр ангела куртӑм. Вӑл чӗрӗ Туррӑн пичетне тытнӑччӗ. Ҫӗрпе тинӗсе сиен тума ирӗк панӑ тӑватӑ ангела вӑл ҫапла кӑшкӑрса каларӗ:
3 «Пирӗн Туррӑн чурисен ҫамки ҫине эпир пичет лартса тухиччен ҫӗре те, тинӗсе те, йывӑҫсене те сиен ан тӑвӑр!»
4 Вара эпӗ пичет лартнисен шучӗ мӗн чухлӗ пулнине илтрӗм. Израилӗн мӗнпур йӑхӗнчен пичет лартса тухнисен шучӗ 144 000-ччӗ.
5 Иуда йӑхӗнчен 12 000 ҫын ҫине пичет лартнӑ,Руви́м йӑхӗнчен 12 000 ҫын ҫине,Гад йӑхӗнчен 12 000 ҫын ҫине,
6 Аси́р йӑхӗнчен 12 000 ҫын ҫине,Неффали́м йӑхӗнчен 12 000 ҫын ҫине,Мана́ссия йӑхӗнчен 12 000 ҫын ҫине,
7 Симео́н йӑхӗнчен 12 000 ҫын ҫине,Ле́вий йӑхӗнчен 12 000 ҫын ҫине,Иссаха́р йӑхӗнчен 12 000 ҫын ҫине,
8 Завуло́н йӑхӗнчен 12 000 ҫын ҫине,Иосиф йӑхӗнчен 12 000 ҫын ҫине,Вениамин йӑхӗнчен 12 000 ҫын ҫине пичет лартнӑ.
9 Ҫакӑн хыҫҫӑн эпӗ никам шутласа кӑларма пултарайман темӗн чухлӗ ҫынна куртӑм. Вӗсем мӗнпур нацирен, йӑхран, халӑхран тата тӗрлӗ чӗлхепе калаҫакан ҫынсенчен пулнӑччӗ. Вӗсем, шурӑ тумтир тӑхӑннӑскерсем, престол умӗнче тата Путек умӗнче тӑратчӗҫ, аллисенче пальма турачӗсем тытнӑччӗ.
10 Вӗсем хытӑ сасӑпа: «Пирӗн ҫӑлӑнӑҫ — престол ҫинче ларакан Туррӑмӑртан тата Путекрен!» — тесе кӑшкӑрса тӑратчӗҫ.
11 Престол, старейшинӑсем тата тӑватӑ херувим* тавра тӑракан ангелсем пурте престол умне чӗркуҫленсе ларса Турра пуҫҫапрӗҫ.
12 Вӗсем ҫапла каларӗҫ: «Аминь. Пирӗн ӑслӑ, вӑйлӑ, хӑватлӑ Турра ӗмӗр-ӗмӗрех тав, чап, мухтав тата чыс пултӑр! Аминь».
13 Вара старейшинӑсенчен пӗри манран: «Ҫак шурӑ тумтир тӑхӑннӑ ҫынсем камсем вӗсем? Вӗсем ӑҫтан килнӗ?» — тесе ыйтрӗ.
14 Эпӗ ӑна тӳрех: «Хуҫам, ҫакна эсӗ хӑвах пӗлетӗн», — терӗм. Вара вӑл мана каларӗ: «Ҫак ҫынсем — пысӑк хӗн-асап витӗр тухнисем. Вӗсем хӑйсен тумтирне Путек юнӗпе ҫуса тасатса шуратнӑ.
15 Ҫавӑнпа вӗсем Туррӑн престолӗ умӗнче тӑраҫҫӗ тата кунӗн-ҫӗрӗн унӑн храмӗнче ӗҫлеҫҫӗ. Престол ҫинче ларакан вара вӗсем ҫийӗн хӑйӗн чатӑрне карса хурӗ.
16 Вӗсем тек нихӑҫан та выҫӑ пулмӗҫ, вӗсен ӑшӗ те хыпмӗ, вӗсене хӗвел те, шӑрӑх та пӗҫертмӗ,
17 мӗншӗн тесен престол ҫумӗнче* тӑракан Путек вӗсен кӗтӳҫи пулӗ, вӗсене пурнӑҫ шывӗ юхакан ҫӑлкуҫсем патне илсе ҫӳрӗ. Турӑ вӗсен куҫӗнчи кашни куҫҫуль тумламне шӑлса типӗтӗ».