1 Коринф 10:1—33

  • Израиль халӑхӗн историйӗнчи асӑрхаттаракан тӗслӗхсем (1—13)

  • Йӗрӗхсене пуҫҫапассинчен асӑрхаттарни (14—22)

    • Иеговӑн сӗтелӗ тата демонсен сӗтелӗ (21)

  • Ирӗклӗх тата ыттисен совеҫне шута илни (23—33)

    • «Пурне те Турӑ мухтава тухмалла тӑвӑр» (31)

10  Тӑвансем, манӑн сире ҫакна пӗлтерес килет: пирӗн мӑн асаттесем пурте пӗлӗт айӗнче пулнӑ, пурте тинӗс урлӑ утса каҫнӑ,  пурте пӗлӗт айӗнче тинӗс урлӑ каҫнӑ чухне Моисейпа пӗрлӗхре пулса шыва кӗнӗ,  пурте Турӑ панӑ апатах ҫинӗ  тата пурте Турӑ панӑ шывах ӗҫнӗ. Вӗсем хӑйсемпе пыракан чул хысакӗнчен ӗҫнӗ, ҫав чул хысакӗ Христоса пӗлтернӗ*.  Ҫапах та Турӑ вӗсенчен нумайӑшне ырламан, вӗсем ӗнтӗ пушхирте вилсе пӗтнӗ.  Пирӗн вӗсен пек усал тӑвас шухӑш ан пултӑр тесе ҫаксем пурте пирӗншӗн асӑрхаттаракан тӗслӗхсем пулса тӑнӑ.  Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем пек йӗрӗхсене пуҫҫапакансем пулса ан тӑрӑр. Вӗсем ҫинчен ҫапла ҫырнӑ: «Халӑх ӗҫме-ҫиме ларнӑ, кайран савӑнма пуҫланӑ».  Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем пек аскӑн ӗҫ* ан тӑвӑр. Аскӑн ӗҫе пула пӗр кун хушшинчех вӗсенчен 23 000-ӗшӗ вилнӗ.  Иеговӑна* тӗрӗслер мар, вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем ӑна тӗрӗсленӗ те ҫӗленсем сӑхнипе вилсе пӗтнӗ. 10  Вӗсенчен хӑшӗ-пӗрисем пек ан ӳпкелешӗр, вӗсем ӳпкелешнӗ те, тӗп тӑваканни вӗсене вӗлернӗ. 11  Вӗсемпе мӗн пулса иртни пурте — асӑрхаттаракан тӗслӗхсем. Вӗсене пире валли, ҫак вӑхӑтӑн вӗҫӗнче* пурӑнакансем валли, ҫырса хунӑ. 12  Ҫавӑнпа кам та пулин ҫирӗп тӑратӑп тесе шутлать пулсан, ӳкесрен асӑрхантӑр. 13  Эсир тӳсекен йывӑрлӑхсем* — ахаль йывӑрлӑхсем ҫеҫ, вӗсене пур ҫын та тӳсет. Анчах Турӑ шанчӑклӑ, вӑл сире хӑвӑр чӑтса ирттерме пултарнинчен ытла йывӑрлӑх курма памӗ. Йывӑрлӑхпа тӗл пулнӑ чухне вӑл сире ӑна чӑтса ирттерме пулӑшу та парӗ. 14  Ҫавӑнпа, юратнӑ тӑванӑмсем, йӗрӗхсене пуҫҫапассинчен тарӑр. 15  Эпӗ сирӗнпе ӑслӑ-тӑнлӑ ҫынсемпе калаҫнӑ пек калаҫатӑп, ҫавӑнпа та эпӗ тӗрӗс калатӑп-и е тӗрӗс мар-и, хӑвӑрах шутлӑр. 16  Эпир Турра тав туса ӗҫекен пиллӗх курки Христосӑн юнӗнчен усӑ илнине пӗлтермест-и? Эпир хуҫса ҫиекен ҫӑкӑр Христосӑн кӗлеткинчен усӑ илнине пӗлтермест-и? 17  Ҫӑкӑр пӗрре, ҫавӑнпа та эпир, нумаййӑн пулин те, пӗр кӗлетке пулатпӑр, мӗншӗн тесен эпир пурсӑмӑр та пӗр ҫӑкӑрах ҫиетпӗр. 18  Израиль ҫыннисем ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: парне вырӑнӗ ҫинче кӳнӗ парнене ҫинипе вӗсем Турӑпа пӗрле ҫиекенсем пулмаҫҫӗ-и? 19  Ҫакӑнпа эпӗ мӗн каласшӑн? Йӗрӗх е йӗрӗхе кӳнӗ парне мӗне те пулин пӗлтерет тесшӗн-и? 20  Ҫук, апла мар. Урӑх халӑхсем парне кӳнӗ чухне ӑна Турра мар, демонсене кӳреҫҫӗ тесшӗн. Манӑн вара сире демонсемпе хутшӑнтарас килмест. 21  Эсир Иеговӑн* куркинчен те, демонсен куркинчен те ӗҫме пултараймастӑр; «Иеговӑн* сӗтелӗ» ҫинчен те, демонсен сӗтелӗ ҫинчен те ҫиме пултараймастӑр. 22  Пирӗн «Иеговӑна* кӗвӗҫтерме» кирлех-ши? Эпир унран вӑйлӑрах-им? 23  Пурне те тума юрать, анчах пурте усӑллӑ мар. Пурне те тума юрать, анчах пурте ҫирӗплетмест. 24  Кашнийӗ хӑйӗншӗн мар, ыттисемшӗн тӑрӑштӑр. 25  Пасарта сутакан кирек мӗнле аша та ӑна ӑҫтан илсе килнине ыйтмасӑр таса совеҫпе ҫийӗр. 26  Мӗншӗн тесен «ҫӗр те, ҫӗр ҫинче мӗн пурри те пӗтӗмпех Иеговӑн*». 27  Пӗр-пӗр ӗненмен ҫын сире хӑнана чӗнсен, эсир унта кайсан, хӑвӑр ума мӗн лартнине пурне те ыйтмасӑр таса совеҫпе ҫийӗр. 28  Анчах та кам та пулин сире: «Ку аша парнене кӳнӗ пулнӑ», — тесен, ҫапла калаканшӑн тата совесть кӑшласран ӑна ан ҫийӗр. 29  Эпӗ сирӗн совесть пирки мар, тепӗр ҫыннӑн совеҫӗ пирки калатӑп. Эпӗ ирӗклӗ пулсан та, мӗншӗн-ха манӑн тепӗр ҫыннӑн совеҫӗ айӑплакан ӗҫе тумалла? 30  Эпӗ апата Турра тав туса ҫиетӗп пулин те, ыттисем мана ҫавӑншӑн айӑплаҫҫӗ пулсан, манӑн ӑна ҫимеллех-ши? 31  Эппин, эсир ҫиетӗр-и, ӗҫетӗр-и е мӗн те пулин урӑххине тӑватӑр-и — пурне те Турӑ мухтава тухмалла тӑвӑр. 32  Никама та: еврейсене те, грексене те, Туррӑн пухӑвӗнчисене те — ан кӳрентерӗр*. 33  Эпӗ хам та ҫапла тӑватӑп, эпӗ пурне те пур тӗлӗшрен те юрама тӑрӑшатӑп. Нумайӑшӗ ҫӑлӑнтӑр тесе эпӗ хамшӑн мар, ыттисемшӗн тӑрӑшатӑп.

Сноскӑсем

Е «Христос пулнӑ».
Е «тӗл пулакан илӗртӳсем».
Е «ан такӑнтарӑр».