1 Коринф 7:1—40
7 Эсир ҫырса янӑ ыйту пирки калас пулсан, хӗрарӑма тӗкӗнменни* арҫыншӑн лайӑхрах.
2 Анчах та аскӑнлӑх* анлӑ сарӑлнине пула кашни арҫыннӑн хӑйӗн арӑмӗ пултӑр, кашни хӗрарӑмӑн хӑйӗн упӑшки пултӑр.
3 Упӑшки арӑмне тивӗҫлине патӑр, арӑмӗ — упӑшкине.
4 Арӑмӗ хӑй кӗлеткипе хуҫа мар, упӑшки хуҫа. Упӑшки те хӑй кӗлеткипе хуҫа мар, арӑмӗ хуҫа.
5 Пӗр-пӗрне тивӗҫлине парассинчен пӑрӑнса ан ҫӳрӗр. Пӑрӑнас пулсан та, кӗлтума вӑхӑт уйӑрмашкӑн, пӗр-пӗринпе калаҫса татӑлса вӑхӑтлӑха анчах пӑрӑнӑр, унтан вара каллех пӗрле пулӑр. Унсӑрӑн эсир чаруллӑ пулаймастӑр, вара Шуйттан ҫакӑнпа усӑ курӗ.
6 Эпӗ каланине эсир тытса тӑма пултаратӑр, анчах ку тытса тӑмалли закон мар.
7 Ҫапах та пур ҫын та ман пек пултӑр тетӗп. Тепӗр тесен, кашнин Турӑран илнӗ пултарулӑх* пур: пӗрин — апла, теприн — капла.
8 Мӑшӑрланманнисене тата тӑлӑх арӑмсене калатӑп: вӗсем ман пекех мӑшӑрланмасӑр пурӑнни лайӑхрах.
9 Анчах та вӗсем хӑйсене чарма пултараймаҫҫӗ пулсан — мӑшӑрланччӑр. Ар хутшӑнӑвне кӗрес шухӑшпа ҫунса ҫӳриччен мӑшӑрланни лайӑхрах.
10 Мӑшӑрланнисене эпӗ хушу паратӑп, тӗрӗсрех каласан, эпӗ мар, Ҫӳлхуҫа хушу парать: арӑмӗн упӑшкине пӑрахса каймалла мар.
11 Пӑрахса кайсан, урӑх качча ан кайтӑр е упӑшкипе мирлештӗр. Упӑшкин те арӑмне пӑрахса каймалла мар.
12 Ыттисене вара Ҫӳлхуҫа мар, эпӗ хам калатӑп: арҫын тӑванӑн арӑмӗ ӗненмен ҫын пулсан, анчах арӑмӗ унпа пурӑнма килӗшет пулсан, вӑл арӑмне пӑрахса ан кайтӑр.
13 Хӗрарӑм та, унӑн упӑшки ӗненмен ҫын пулсан, анчах упӑшки унпа пурӑнма килӗшет пулсан, упӑшкине пӑрахса ан кайтӑр.
14 Ӗненмен упӑшка арӑмне пула сӑваплӑ пулать, ӗненмен арӑм та ӗненекен упӑшкине пула сӑваплӑ пулать. Унсӑрӑн сирӗн ачӑрсем таса мар пулнӑ пулӗччӗҫ, капла — сӑваплӑ.
15 Анчах ӗненмен мӑшӑрӗ пӑрахса каясшӑн пулсан, пӑрахса кайтӑр. Кун пек чухне ӗненекен мӑшӑрӗ унпа пурӑнмасан та пултарать, мӗншӗн тесен Турӑ сире килӗштерсе пурӑнма чӗнсе илнӗ.
16 Арӑм, кам пӗлет, тен, эсӗ упӑшкуна ҫӑлса хӑварӑн? Упӑшка, кам пӗлет, тен, эсӗ арӑмна ҫӑлса хӑварӑн?
17 Кашнийӗ хӑйне Иегова* палӑртса хунӑ пек пурӑнтӑр, Турӑ чӗнсе илнӗ чухне вӑл мӗнле пулнӑ, ҫаплипех юлтӑр. Эпӗ пур пухура та ҫакӑн пек хушу паратӑп.
18 Кам та пулин хӑйне Турӑ чӗнсе иличчен ӳтне кастарнӑ пулсан, ҫавӑ ҫаплипех юлтӑр. Кам та пулин хӑйне Турӑ чӗнсе иличчен ӳтне кастарман пулсан, ҫавӑ ӳтне ан кастартӑр.
19 Ӳт кастарни те, ӳт кастарманни те ниме те пӗлтермест, чи кирли вӑл — Туррӑн заповечӗсене тытса тӑни.
20 Чӗнсе илнӗ чухне хӑвӑр мӗнле пулнӑ, пурсӑр та ҫаплипех юлӑр.
21 Хӑвна чӗнсе илнӗ чухне эсӗ чура пулнӑ-и? Ҫакӑншӑн ан пӑшӑрхан. Анчах ирӗке тухма пултаратӑн пулсан, ҫак майпа усӑ кур.
22 Ҫӳлхуҫан вӗренекенӗ пулма чӗнсе илнӗ чухне кам чура пулнӑ, ҫавӑ Ҫӳлхуҫан ирӗке тухнӑ ҫынни пулса тӑнӑ. Ҫавнашкалах, хӑйне чӗнсе илнӗ чухне кам ирӗклӗ пулнӑ, ҫавӑ Христосӑн чури пулса тӑнӑ.
23 Сире пысӑк хак парса илнӗ, тек ҫынсен чурисем ан пулӑр.
24 Тӑвансем, чӗнсе илнӗ чухне хӑвӑр мӗнле пулнӑ, пурсӑр та Турӑ умӗнче ҫаплипех юлӑр.
25 Унччен мӑшӑрланманнисем* пирки вара эпӗ Ҫӳлхуҫаран нимӗнле хушу та илмен. Анчах эпӗ, Ҫӳлхуҫа хӗрхеннипе шанӑҫа тивӗҫлӗ ҫын пулнӑ май, сире хамӑн шухӑша калам.
26 Ман шутпа, хальхи йывӑр вӑхӑтра ҫын ҫаплипех юлни аванрах.
27 Санӑн арӑм пур пулсан, ӑна пӑрахса кайма ан шутла. Эсӗ арӑмсӑр пулсан, арӑм ан шыра.
28 Анчах авлансан та ҫылӑх тумастӑн. Унччен мӑшӑрланманни* те мӑшӑрлансан ҫылӑх тумасть. Анчах та ун пеккисен пурнӑҫра йывӑрлӑхсем пулаҫҫӗ*. Эпӗ вара сире вӗсенчен сыхласа хӑварасшӑн.
29 Унсӑр пуҫне, тӑвансем, сире ҫакна калатӑп: вӑхӑт нумаях юлмарӗ. Малашне арӑмлисем арӑмсӑррисем пек пулччӑр.
30 Макӑраканнисем макӑрманнисем пек, савӑнаканнисем савӑнманнисем пек, туянаканнисем туянманнисем пек пулччӑр,
31 ҫак тӗнчепе усӑ кураканнисем унпа туллин усӑ курманнисем пек пулччӑр, мӗншӗн тесен ҫак тӗнчен сцени улшӑнса пырать.
32 Эпӗ сирӗн пӑшӑрханмалли ан пултӑр тетӗп. Авланман арҫын Ҫӳлхуҫан ӗҫне тӑвассишӗн пӑшӑрханать, мӗншӗн тесен Ҫӳлхуҫана юрасшӑн тӑрӑшать.
33 Авланнӑ арҫын вара ҫак тӗнчери япаласемшӗн пӑшӑрханать, мӗншӗн тесен хӑйӗн арӑмне юрасшӑн тӑрӑшать,
34 ҫапла вара вӑл хӑй ӑшӗнче пайланса каять. Ҫавӑн пекех качча кайман хӗрарӑм е хӗр* Ҫӳлхуҫа ӗҫне тӑвассишӗн пӑшӑрханать, ҫапла вара кӗлеткипе те, шухӑшӗсемпе* те сӑваплӑ пулать. Качча кайнӑ хӗрарӑм вара ҫак тӗнчери япаласемшӗн пӑшӑрханать, мӗншӗн тесен хӑйӗн упӑшкине юрасшӑн тӑрӑшать.
35 Ҫакна эпӗ сире чарас тесе мар, хӑвӑрах усӑ пултӑр тесе калатӑп, сирӗн хӑвӑра йӗркеллӗ тытса, Ҫӳлхуҫана яланах чунтан парӑнса уншӑн пӗр чӑрмавсӑр ӗҫлесе тӑмалла пултӑр тетӗп.
36 Анчах та мӑшӑрланман ҫын ар хутшӑнӑвне кӗрес кӑмӑла чараймастӑп тесе* шутлать пулсан тата вӑл ытла ҫамрӑках мар пулсан, хӑй тӑвас тенӗ пек тутӑр, вӑл ҫылӑх тумасть. Кун пеккисем мӑшӑрланччӑр.
37 Кам та пулин, хӑй мӑшӑрланмасӑр пурӑнма пултарнине тата ар хутшӑнӑвне кӗрес кӑмӑлне чарма пултарнине туйса, хӑйӗн чӗринче мӑшӑрланмасӑр пурӑнма шут тытрӗ пулсан тата вӑл ҫак тӗлӗшрен ҫирӗп шухӑшлӑ пулсан, вӑл лайӑх тӑвать.
38 Ҫапла вара, кам мӑшӑрланать — лайӑх тӑвать, кам мӑшӑрланмасть — тата лайӑхрах тӑвать.
39 Упӑшки чӗрӗ чухне арӑмӗн урӑххине качча кайма ирӗк ҫук. Упӑшки вилсен, арӑмӗ кирек кама та качча кайма пултарать, анчах ҫав ҫын Ҫӳлхуҫан вӗренекенӗ пулмалла.
40 Ҫапах та, ман шутпа, вӑл ҫаплипех юлсан, телейлӗрех пулать. Эпӗ вара Туррӑн сывлӑшӗ манра та пур тесе шутлатӑп.
Сноскӑсем
^ Урӑхла каласан, хӗрарӑмпа ар ҫыхӑнӑвне кӗменни.
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «парне».
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.
^ Ҫакӑнта усӑ курнӑ грек сӑмахӗ нихӑҫан та ар хутшӑнӑвне кӗмен ҫынна пӗлтерет.
^ Ҫакӑнта усӑ курнӑ грек сӑмахӗ нихӑҫан та ар хутшӑнӑвне кӗмен ҫынна пӗлтерет.
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «ӳтре асап пулать».
^ Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «сывлӑшӗпе».
^ Е «мӑшӑрланмасан тӗрӗс мар тӑватӑп тесе».