2 Пётр 3:1—18
3 Юратнӑ тӑвансем, эпӗ сирӗн пата иккӗмӗш ҫыру ҫыратӑп ӗнтӗ. Ҫак ҫырура эпӗ, пӗрремӗшӗнчи пекех, хӑвӑр мӗн пӗлнине аса илтерсе сире тӗрӗс шухӑшлама ӳкӗтлетӗп.
2 Ҫакӑ сире сӑваплӑ пророксем унчченех каланӑ сӑмахсене, ҫавӑн пекех хӑвӑрӑн апостолсем каласа панӑ Ҫӳлхуҫан тата Ҫӑлаканӑн заповедьне асра тытма пулӑшӗ.
3 Пуринчен малтан сирӗн ҫакна пӗлсе тӑмалла: юлашки кунсенче хӑйсен ҫылӑхлӑ кӑмӑлӗ хыҫҫӑн каякан мӑшкӑлҫӑсем пулӗҫ.
4 Вӗсем ҫапла калӗҫ: «Вӑл килме сӑмах панӑччӗ, ӑҫта вара вӑл? Пирӗн мӑн асаттесем вилнӗренпех нимӗн те улшӑнмасть, Турӑ ҫынсене тунӑ чухне мӗнле пулнӑ, пӗтӗмпех ҫаплипех юлать».
5 Вӗсем акӑ мӗне шута илесшӗн мар: ӗлӗк-авал тӳпе тата Турӑ сӑмахӗпе шывран курӑнса тӑракан, шыв варринче ҫирӗп тӑракан ҫӗр пулнӑ,
6 тата ун чухнехи тӗнче шыв айне пулса пӗтнӗ.
7 Туррӑн сӑмахӗпех ӗнтӗ хальхи тӳпепе ҫӗр Турра хисеплемен ҫынсене суд тӑвас тата пӗтерес кунччен вут-ҫулӑм валли упранаҫҫӗ.
8 Ҫапах та, юратнӑ тӑвансем, ан манӑр: Иеговӑшӑн* пӗр кун — пин ҫул пек, пин ҫул та — пӗр кун пек.
9 Хӑшӗ-пӗрисем ҫапла шутлаҫҫӗ: Иегова* хӑй панӑ сӑмаха пурнӑҫлама васкамасть. Анчах та ку васкаманни мар, вӑл сирӗнпе тӳсӗмлӗ, мӗншӗн тесен вӑл никам та ан пӗттӗр, пурте ӳкӗнччӗр тет.
10 Иеговӑн* кунӗ вӑрӑ пек килӗ. Ҫав кун тӳпе кӗрлесе пӗтсе ларӗ, тӳпепе ҫӗрӗн тӗп пайӗсем вара хӗрсе кайса пӗтӗмпех арканӗҫ, ҫӗрпе ун ҫинчи ӗҫсене тӑрӑ шыв ҫине кӑларӗҫ.
11 Ҫакӑ пӗтӗмпех ҫапла пӗтмелле пулсан, сирӗн мӗнлерех ҫынсем пулмалли ҫинчен шухӑшласа пӑхӑр-ха: сирӗн ӗҫсенчен эсир сӑваплӑ пулни тата Турра парӑнса пурӑнни курӑнса тӑмалла.
12 Сирӗн Иеговӑн* кунне* кӗтсе, ӑна асра тытса* ҫапла пурӑнмалла та. Ҫав кун тӳпе вут-ҫулӑмпа пӗтӗ, тӳпепе ҫӗрӗн тӗп пайӗсем вара хӗрсе кайнӑран ирӗлсе кайӗҫ.
13 Анчах та вӑл сӑмах панӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ тӳпепе ҫӗнӗ ҫӗр пулать, эпир ҫавна кӗтетпӗр. Унта* тӳрӗлӗх пулӗ.
14 Ҫавӑнпа та, юратнӑ тӑвансем, ҫакна кӗтнӗ май, юлашкинчен Турӑ умӗнче таса, айӑпсӑр тата мире упракан ҫынсем пулас тесе пӗтӗм вӑя хурӑр.
15 Унсӑр пуҫне, пирӗн Ҫӳлхуҫан тӳсӗмлӗхне ҫӑлӑнӑҫ тесе шутлӑр. Пирӗн юратнӑ Павел тӑван та Турӑ панӑ ӑслӑлӑхпа сирӗн пата ҫакӑн ҫинчен ҫырнӑччӗ.
16 Вӑл ҫакӑн ҫинчен хӑйӗн пур ҫырӑвӗнче те калать. Ҫапах та унӑн ҫырӑвӗсенче ӑнланма йывӑр вырӑнсем те пур. Вӗренмен*, ӗненӳре ҫирӗп тӑман ҫынсем вӗсене пӑсса ӑнлантараҫҫӗ, Ҫырури ытти вырӑнсемпе те вӗсем ҫавӑн пекех тӑваҫҫӗ. Ҫавӑншӑн вӗсем пӗтӗҫ.
17 Ҫавӑнпа, юратнӑ тӑвансем, мӗн пулассине пӗлсе, ҫак ҫылӑхлӑ ҫынсем хӑвӑра хӑйсен суйипе улталасран тата тӗрӗс ҫулран пӑрӑнса каясран сыхланӑр.
18 Хамӑра Ҫӑлакан Иисус Христос Ҫӳлхуҫамӑрӑн виҫесӗр ырӑлӑхне ытларах та ытларах илес тесе пурӑнӑр тата ун ҫинчен пӗлнӗҫемӗн пӗлсех пырӑр. Ӑна халӗ те, ӗмӗр-ӗмӗрех те мухтав пултӑр. Аминь.
Сноскӑсем
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.
^ А5-мӗш приложение пӑхӑр.
^ Е «Иеговӑн кунӗ килессе».
^ Е «чӑтӑмсӑррӑн кӗтсе». Сӑмахран сӑмаха куҫарсан, «хӑвӑртлатса».
^ Урӑхла каласан, ҫӗнӗ тӳпере тата ҫӗнӗ ҫӗр ҫинче.
^ Е «тӗттӗм».