Кивелнӗ-и е хӑй вӑхӑтӗнчен те малта пырать-и?
НАУКА
БИБЛИ НАУКА КӖНЕКИ МАР, АНЧАХ ТА УНТА МӖН ҪЫРНИ ВӐЛ ВӐХӐТРИ НАУКӐРАН МАЛТА ПЫНӐ. АКӐ ТЕМИҪЕ ТӖСЛӖХ:
Ҫут тӗнчен пуҫламӑшӗ пулнӑ-и?
Нумаях пулмасть ученӑйсем пӗр харӑссӑн «ҫук» тенӗ. Халӗ вара нумайӑшӗ Ҫут тӗнчен пуҫламӑшӗ пулнӑ тесе шутлать. Анчах та Библире ҫакӑн ҫинчен ӗлӗк-авалах ҫырнӑ пулнӑ (Пултарни 1:1).
Ҫӗрӗн форми мӗнле?
Ӗлӗк-авал ҫынсем Ҫӗрӗн форми пирки лаптак тесе шутланӑ. Пирӗн эрӑчченхи V ӗмӗрте грек ученӑйӗсем Ҫӗр ҫаврака пулма пултарать тенӗ. Анчах та унччен чылай маларах — пирӗн эрӑчченхи VIII ӗмӗрте — Библие ҫырнӑ ҫынсенчен пӗри, Исаия пророк, Ҫӗр пирки ҫырнӑ чухне «ҫаврашка» е «чӑмӑр» тенине пӗлтерекен еврей сӑмахӗпе усӑ курнӑ (Исаия 40:22).
Тӳпе арканма пултарать-и?
Пирӗн эрӑчченхи IV ӗмӗрте пурӑннӑ Аристотель, грек ученӑйӗ, тӳпе пирки, ӑна ҫӗрпе танлаштарсан, улшӑнма тата арканма пултараймасть тенӗ. Ҫынсем ӗмӗрсем хушши ҫапла шутланӑ пулнӑ. Анчах та пирӗн эрӑри XIX ӗмӗрте ученӑйсем энтропи процесӗсен теорине вӗрентме пуҫланӑ. Вӗсем пӗтӗм матери — ҫӗр ҫинчи те, пӗлӗтри те — арканса пырать тенӗ. Англире пурӑннӑ Кельвин лорд, ҫав теорие аталантарма вӑй хунӑ ученӑй, Библире ҫӗрпе тӳпе пирки мӗн калани ҫине тимлеттернӗ: «Вӗсем пурте тумтир пек кивелӗҫ» (Псалом 101:26, 27). Кельвин Библире Турӑ хӑй тунӑ ҫӗрпе тӳпене арканма парас ҫук тенине ӗненнӗ (Екклесиаст 1:4).
Мӗнле майпа кашни планета хӑй вырӑнӗнче тытӑнса тӑрать?
Аристотель шутланӑ тӑрӑх, ҫӑлтӑрсемпе планетӑсем хрусталь сферӑсем ҫумне ҫирӗп ҫыпҫӑнса тӑраҫҫӗ, лешӗсем пӗр-пӗрин ӑшӗнче вырнаҫнӑ, чи варринче вара — Ҫӗр. Пирӗн эрӑри XVIII ӗмӗрте ученӑйсем ҫӑлтӑрсемпе планетӑсем ним ҫинче те тӑманнине ӑнланнӑ. Анчах та пирӗн эрӑчченхи XV ӗмӗртех Иов кӗнекинче «Турӑ... нимӗн ҫук вырӑна ҫӗр ҫакса янӑ» тесе ҫырнӑ пулнӑ (Иов 26:7).
МЕДИЦИНА
БИБЛИ МЕДИЦИНА СПРАВОЧНИКӖ МАР, АНЧАХ ТА УНТИ ПРИНЦИПСЕМ ХАЛЬХИ МЕДИЦИНӐПА КИЛӖШСЕ ТӐРАҪҪӖ.
Ерекен чирпе чирлекен ҫынсене уйрӑм тытни
Моисей саккунӗ тӑрӑх, тилҫе чирӗпе чирлекенсен сыввисенчен уйрӑм пурӑнмалла пулнӑ. Анчах та тухтӑрсем вӑтам ӗмӗрсенче эпидемисем алхаснӑ хыҫҫӑн тин ҫак принциппа усӑ курма пуҫланӑ. Ҫак принцип паян кун та питӗ усӑллӑ шутланать (Левит, 13-мӗшпе 14-мӗш сыпӑксем).
Вилнӗ ҫынна тӗкӗннӗ хыҫҫӑн ҫӑвӑнма хушни
XX ӗмӗр ҫитсе пынӑ пулин те, тухтӑрсем вилене касса пӑхнӑ хыҫҫӑн тӳрех, ал ҫумасӑрах, чирлекен ҫынсене пӑхма е операци тума кайма пултарнӑ. Ҫавна пула нумай ҫын инфекци ернипе вилнӗ. Моисей саккунӗ тӑрӑх вара вилене тӗкӗннӗ ҫын таса мар шутланнӑ, ҫавӑнпа ыттисемпе пӗрле Турра пуҫҫапма пултарайман. Паллах, ҫав тӗн йӑли-йӗрки ҫынсене чирсенчен хӳтӗленӗ (Йыша шутлани 19:11, 19).
Каяшсене тасатни
Ҫынсем каяшсене тӗрӗс тасатса тӑманнине пула кашни ҫул ҫур миллион ытла ача варвиттипе чирлесе вилет. Моисей саккунӗ тӑрӑх вара каяшсене халӑх пурӑнакан вырӑнтан аякра ҫӗр ӑшне чавса хумалла пулнӑ (Саккуна астутарни 23:13).
Ӳт кастарни
Турӑ панӑ Саккун тӑрӑх, тин ҫуралнӑ арҫын ачан хӗрринчи ӳтне саккӑрмӗш кунне кастармалла пулнӑ (Левит 12:3). Тин ҫуралнӑ ачасен юнӗ пӗр эрнерен ҫеҫ лайӑх кӗвӗлме пуҫлать. Ҫавӑнпа ачан ӳтне саккӑрмӗш кунне тин кастарни ӑслӑ-тӑнлӑ пулнӑ, мӗншӗн тесен ӗлӗк-авал медицина аталанманпа пӗрех пулнӑ.
Кӑмӑл-туйӑм сывлӑх ҫине витӗм кӳни
Медицина тӗпчевӗсем кӑтартса панӑ тӑрӑх, лайӑх кӑмӑл-туйӑм: савӑнӑҫ, шанчӑк, пархатарлӑ пулни тата каҫарма пӗлни — сывлӑх ҫине лайӑх витӗм кӳрет. Библире каланӑ: «Хаваслӑ чӗрелли, чиртен сыватнӑ пекех, ырӑ тӑвать, пусӑрӑнчӑк кӑмӑл шӑмшака типӗтет» (Ытарӑшсем 17:22).