32-МӖШ ВӖРЕНМЕЛЛИ СТАТЬЯ
Иеговӑран тӗслӗх илӗр — хӑвӑрӑнни ҫинче ан тӑрӑр
«Эсир хӑвӑрӑнни ҫинче тӑманнине пурте курса тӑччӑр» (ФЛП. 4:5).
89-МӖШ ЮРӐ Итле, пурнӑҫла, пиллӗх ил
ҪАК СТАТЬЯРА a
1. Хӑш тӗлӗшрен христианинӑн йывӑҫ пек пулмалла? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
«ЙЫВӐҪ авӑнать пулсан, ҫил ӑна хуҫас ҫук». Ҫак каларӑш тӑрӑх, вӑйлӑ ҫил-тӑвӑлра йывӑҫ авӑнать пулсан, вӑл хуҫӑлса ӳкмест. Христианинӑн та Иеговӑшӑн савӑнса ӗҫлес тесен, «авӑнма» пӗлмелле. Ҫакӑ мӗне пӗлтерет-ши? Пирӗн хамӑрӑнни ҫинче тӑмалла мар — пурнӑҫра лару-тӑру улшӑнать пулсан хӑнӑхмалла тата ыттисен шухӑшӗсемпе йышӑнӑвӗсене тиркемелле мар.
2. Мӗнле лайӑх енсем пире ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма пулӑшаҫҫӗ тата ҫак статьяра эпир мӗн пӑхса тухӑпӑр?
2 Эпир Иеговӑшӑн ӗҫлетпӗр, ҫавӑнпа та пирӗн хамӑрӑнни ҫинче тӑрасран сыхланас килет. Унсӑр пуҫне, эпир хамӑра кӗҫӗне хурасшӑн тата хӗрхенекен кӑмӑллӑ пуласшӑн. Ку статьяран эпир ҫак лайӑх енсем хӑш-пӗр христиансене ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма мӗнле пулӑшнине пӗлӗпӗр. Унсӑр пуҫне, ҫак енсем хамӑра та мӗнле пулӑшассине курӑпӑр. Малтан айтӑр Иегова та, Иисус та хӑйӗнни ҫинче тӑманнине мӗнле кӑтартнине пӑхса тухар. Вӗсем пире чаплӑран та чаплӑ тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ.
ИЕГОВА ТА, ИИСУС ТА ХӐЙӖННИ ҪИНЧЕ ТӐМАҪҪӖ
3. Иегова хӑйӗнни ҫинче тӑманни ӑҫтан курӑнать?
3 Иегова пирки тӗрек тенӗ, мӗншӗн тесен вӑл питӗ ҫирӗп (Сак. аст. 32:4). Ҫав вӑхӑтрах вӑл хӑйӗнни ҫинче тӑмасть. Ҫак тӗнчере лару-тӑру улшӑнсах тӑрать, анчах та Турӑ хӑй мӗн шутласа хунине тӑвас тесе тӳрех кирлӗ улшӑнусем тӑвать. Иегова ҫынсене хӑй евӗрлӗ туса вӗсене ҫӗннине хӑнӑхма пултарулӑх панӑ. Унсӑр пуҫне, унӑн Сӑмахӗнчи ӑнланмалла принципсем пире кирек мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулсан та тӗрӗс йышӑнусем тума пулӑшаҫҫӗ. Иегова тӗслӗхӗнчен тата вӑл панӑ принципсенчен ҫакӑ курӑнать: вӑл ҫирӗп тӗрек пулсан та, хӑйӗнни ҫинче тӑмасть.
4. Иегова хӑйӗнни ҫинче тӑманнине кӑтартакан тӗслӗх илсе парӑр (Левит 5:7, 11).
4 Иеговӑн пур ӗҫӗ те тӳрӗ. Вӑл хӑйӗнни ҫинче тӑмасть, тиркемест, хаяр та мар. Тӗслӗхрен, ҫакӑ Иегова хӑйне израильтянсемпе мӗнле тытнинчен курӑннӑ. Вӑл пуяннисем те, чухӑннисем те пӗр пек парне кӳрессе кӗтмен. Унсӑр пуҫне, хӑш-пӗр парнесем пирки сӑмах пынӑ чухне Турӑ ҫынсене хӑйсен лару-тӑрӑвне кура парне кӳме ирӗк панӑ. (Левит 5:7, 11 вуласа парӑр.)
5. Иегова хӑйне кӗҫӗне хунине тата ыттисене хӗрхеннине кӑтартакан тӗслӗх илсе парӑр.
5 Иегова хӑйне кӗҫӗне хунӑран тата хӗрхенекен кӑмӑллӑ пулнӑран хӑйӗнни ҫинче тӑмасть. Тӗслӗхрен, Иегова Содомри йӗркесӗр ҫынсене пӗтересшӗн пулнӑ чухне хӑйне кӗҫӗне хунӑ. Вӑл ангелсене тӳрӗ Лот патне ярса ӑна ту ҫине тарма хушнӑ. Анчах та Лот хӑраса ӳкнӗ, ҫавӑнпа та Иеговӑна йӑлӑнса ҫемйипе пӗрле Сигора, Турӑ пӗтерме шутланӑ пӗчӗк хулана, тарма ирӗк пама ыйтнӑ. Лота Иегова хӑй мӗнле каланӑ, ҫапла тума хушма пултарнӑ. Апла пулин те вӑл Лота Сигор хулине тарма чарман, ҫав хулана та пӗтермен (Пулт. 19:18—22). Ҫӗр-ҫӗр ҫул иртсен Иегова Ниневи ҫыннисене хӗрхеннине кӑтартнӑ. Вӑл вӗсене те, вӗсен хулине те пӗтересшӗн пулнӑ. Ҫавӑн пирки пӗлтермешкӗн Иона пророка янӑ пулнӑ. Анчах та Ниневи ҫыннисем ӳкӗннӗ, ҫавӑнпа та Иегова вӗсене хӗрхенсе хулана пӗтермен (Иона 3:1, 10; 4:10, 11).
6. Иисус та, Иегова пекех, хӑйӗнни ҫинче тӑманнине кӑтартакан тӗслӗхсем илсе парӑр.
6 Иисус та, Ашшӗ пекех, хӑйӗнни ҫинче тӑман. Иегова ӑна ҫӗр ҫине «Израиль халӑхӗн ҫухалнӑ» сурӑхӗсене ырӑ хыпар пӗлтермешкӗн янӑ. Анчах та ҫав хушӑва пурнӑҫланӑ май Иисус хӑйӗнни ҫинче тӑман. Пӗррехинче израильтянка пулман пӗр хӗрарӑм хӑйӗн хӗрне сыватмашкӑн Иисуса йӑлӑннӑ. Унӑн хӗрӗ демонсем ярса илнипе хытӑ асапланнӑ пулнӑ. Иисус ҫав хӗрарӑма хӗрхеннӗрен хӗрачана сыватнӑ (Матф. 15:21—28). Акӑ тепӗр тӗслӗх. Иисус апостолӗсене: «Кам... манран тунать, унран эпӗ те... тунӑп»,— тенӗ (Матф. 10:33). Анчах та Пётр Иисуса пӗлместӗп тесе виҫӗ хутчен каланӑ пулин те, Иисус унран туннӑ-ши? Ҫук, мӗншӗн тесен вӑл апостол ӳкӗннине тата хытӑ ӗненнине курнӑ. Чӗрӗлсе тӑрсан Иисус Петра курӑннӑ. Вӑл ӑна хӑй юратни тата каҫарни пирки шантарнӑ пулӗ (Лука 24:33, 34).
7. Филиппӑ 4:5-мӗшӗ тӑрӑх, пирӗн ҫынсем умӗнче мӗнле ят илес килет?
7 Эпир Иегова та, Иисус та хӑйӗнни ҫинче тӑманнине куртӑмӑр. Пирӗн пирки вара мӗн калама пулать? Иегова хамӑртан та ҫапла тӑвасса кӗтет. Филиппӑ 4:5-мӗшӗнче (вуласа парӑр): «Эсир хӑвӑрӑнни ҫинче тӑманнине пурте курса тӑччӑр»,— тенӗ. Хамӑртан ҫапла ыйтса пӑхма пулать: «Ыттисем ман пирки вӑл хӑйӗнни ҫинче тӑмасть, ҫемҫе кӑмӑллӑ тесе шутлаҫҫӗ-и? Е ман пирки кутӑн та тӳрккес теҫҫӗ-и? Эпӗ яланах хам пек тутарттарасшӑн-и? Е эпӗ ыттисене итлесе, вырӑнлӑ пулсан, вӗсем мӗн каланине те шута илетӗп-и?» Мӗн чухлӗ сахалрах эпир хамӑрӑнни ҫинче тӑратпӑр, ҫавӑн чухлӗ лайӑхрах Иеговӑпа Иисусран тӗслӗх илетпӗр. Айтӑр мӗнле икӗ лару-тӑрура хамӑрӑнни ҫинче тӑмалла маррине пӑхса тухар: пурнӑҫра улшӑнусем пулса иртсен тата ыттисем хамӑр пек шутламасан е тумасан.
ЛАРУ-ТӐРУ УЛШӐНСАН ХӐВӐРӐННИ ҪИНЧЕ АН ТӐРӐР
8. Лару-тӑру улшӑнсан хамӑрӑнни ҫинче тӑрас мар тесен мӗн тумалла? (Сноскӑна та пӑхӑр.)
8 Пурнӑҫри лару-тӑру улшӑнсан пирӗн хамӑрӑнни ҫинче тӑмалла мар. Улшӑнусене пула кӗтмен ҫӗртен йывӑрлӑхсем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Сӑмахран, эпир йывӑр чирлесе ӳкме пултаратпӑр. Экономикӑпа тата политикӑпа ҫыхӑннӑ улшӑнусем те пирӗн пурнӑҫа самаях йывӑрлатса яма пултараҫҫӗ (Еккл. 9:11; 1 Кор. 7:31). Унсӑр пуҫне, организацире хамӑр туса тӑракан тивӗҫсем те улшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫавӑн чухне те пире ҫӑмӑл мар пулма пултарать. Кирек мӗнле йывӑрлӑхпа тӗл пулсан та, ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма пире тӑватӑ утӑм пулӑшӗ: 1) лару-тӑру улшӑннине йышӑнӑр, 2) малалла пӑхӑр, 3) лайӑххи ҫинчен шухӑшлӑр, 4) ыттисене пулӑшӑр b. Айтӑр ҫак канашсемпе усӑ курнӑ тӑвансен тӗслӗхӗсене пӑхса тухар.
9. Кӗтмен ҫӗртен йывӑрлӑхсем йӑтӑнса ансан, миссионерсем пулса ӗҫлекен пӗр мӑшӑра мӗн пулӑшнӑ?
9 Лару-тӑру улшӑннине йышӑнӑр. Эмануэлепе Франческӑна миссионерсем пулса ӗҫлеме урӑх ҫӗршыва янӑ пулнӑ. Вӗсем ҫӗнӗ чӗлхе вӗренме пуҫласан тата пухури тӑвансемпе паллашсан кӑшт вӑхӑт иртсенех COVID-19 пандеми пуҫланнӑ. Ҫавна пула вӗсем никампа та тӗл пулма пултарайман. Кайран кӗтмен ҫӗртен Франческӑн амӑшӗ вилсе кайнӑ. Паллах, ҫав йывӑр вӑхӑтра Франческӑн хӑйӗн хурӑнташӗсемпе пӗрле пулас килнӗ. Анчах та пандемийӑна пула вӑл вӗсем патне кайма пултарайман. Ҫавна веҫех чӑтса ирттерме ӑна мӗн пулӑшнӑ-ши? Пӗрремӗшӗнчен, ҫав мӑшӑр ытлашши пӑшӑрханас мар тесе тата йывӑрлӑхсене вӗсем сиксе тухсан тин татса памашкӑн кӗлӗре ӑслӑлӑх ыйтнӑ. Иегова Эмануэлепе Франческӑн кӗллисем ҫине хӑйӗн организацийӗ урлӑ шӑпах кирлӗ вӑхӑтра хуравланӑ. Сӑмахран, вӗсене пӗр арҫын тӑван видеоинтервьюра мӗн калани питӗ хавхалантарнӑ: «Мӗн чухлӗ хӑвӑртрах эпир ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхатпӑр, ҫавӑн чухлӗ хӑвӑртрах савӑнӑҫ илме пуҫлатпӑр. Вара ҫав лару-тӑрура хамӑртан мӗн килнине веҫех тума пултарӑпӑр» c. Иккӗмӗшӗнчен, вӗсем телефонпа ырӑ хыпар сарас тӗлӗшрен лайӑхланма шутланӑ. Вӗсем пӗр ҫынпа Библи вӗренме те пуҫланӑ. Виҫҫӗмӗшӗнчен, вӗсем хӑйсене ҫав вырӑнти тӑвансем хавхалантарнӑшӑн тата пулӑшнӑшӑн пархатарлӑ пулнӑ. Пӗр ырӑ кӑмӑллӑ хӗрарӑм тӑван ҫулталӑк тӑршшӗпех кашни кун вӗсем патне кӗскен Библири шухӑшсене ярса тӑнӑ. Эпир те, ҫав миссионерсем пекех, ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхатпӑр пулсан, хамӑр мӗн тума пултарнине туса савӑнӑҫ илӗпӗр.
10. Пӗр хӗрарӑм тӑван хӑйӗн пурнӑҫӗнчи пысӑк улшӑнӑва мӗнле хӑнӑхнӑ?
10 Малалла пӑхӑр тата лайӑххи ҫинчен шухӑшлӑр. Румынирен Японие куҫса кайнӑ Кристина хӑй ҫӳренӗ акӑлчан пухӑвне салатса ярсан хытӑ кулянса ӳкнӗ. Апла пулин те, вӑл пулни-иртни ҫинчен пӗрмай шухӑшласа ҫӳрес темен. Кристина япон чӗлхипе иртекен пухӑва куҫса унти тӑвансемпе пӗрле хастаррӑн ырӑ хыпар сарас тенӗ. Хӑйне япон чӗлхине вӗрентме вӑл унччен пӗрле ӗҫленӗ пӗр хӗрарӑма ыйтнӑ. Лешӗ килӗшнӗ те, вара вӗсем Библипе тата «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» брошюрӑпа усӑ курса япон чӗлхине вӗренме пуҫланӑ. Ҫапла майпа Кристина ҫав чӗлхепе калаҫма вӗренсе ҫитнӗ. Унтан та ытларах, ӑна вӗрентнӗ хӗрарӑм чӑнлӑхпа интересленме пуҫланӑ. Эпир малалла пӑхатпӑр пулсан тата лайӑххи ҫинчен шухӑшлатпӑр пулсан, кӗтмен ҫӗртен лару-тӑру улшӑнни пач кӗтмен пиллӗхсем патне илсе ҫитерме пултарать.
11. Экономикӑпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме пӗр мӑшӑра мӗн пулӑшнӑ?
11 Ыттисене пулӑшӑр. Пирӗн ӗҫ-хӗле чарса лартнӑ ҫӗршывра пурӑнакан пӗр мӑшӑра экономика йывӑрлӑхӗсене пула укҫа-тенкӗ ҫитме пӑрахнӑ. Вӗсене ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма мӗн пулӑшнӑ-ши? Чи малтанах вӗсем хӑйсен пурнӑҫне ансатлатнӑ. Унсӑр пуҫне, вӗсем хӑйсен йывӑрлӑхӗсем ҫинчен шухӑшласа ларас вырӑнне хастаррӑн ырӑ хыпар сарса ыттисене пулӑшма шутланӑ (Ап. ӗҫ. 20:35). Упӑшки ҫапла каланӑ: «Ырӑ хыпар сарма нумай вӑхӑт уйӑрнине пула пирӗн хамӑрӑн йывӑрлӑхсем ҫинчен шутласа хамӑра шеллесе ларма вӑхӑт пулман. Турӑ хамӑртан мӗн кӗтнине тумашкӑн эпир ытларах вӑхӑт уйӑрма пултарнӑ». Хамӑрӑн лару-тӑру улшӑнсан та пирӗн малалла та ыттисене пулӑшмалла. Хамӑр мӗн тума пултарнинчен чи лайӑххи вара вӑл — Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан ырӑ хыпара ҫынсене пӗлтересси.
12. Павел апостол тӗслӗхӗ пире ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗрлӗ ҫынпа майне пӗлсе калаҫма мӗнле пулӑшать?
12 Турӑ Патшалӑхӗ ҫинчен калакан хыпара пӗлтернӗ чухне пирӗн тӗрлӗ ҫынпа майне пӗлсе калаҫмалла. Эпир Турӑ ҫине те, пурнӑҫ ҫине те тӗрлӗрен пӑхакан тата тӗрлӗ халӑхран тухнӑ ҫынсене тӗл пулатпӑр. Павел тӗрлӗ ҫынпа калаҫма пӗлнӗ. Эпир те унран тӗслӗх илме пултаратпӑр. Иисус Павел апостола «ытти халӑх ҫыннисем патне янӑ» пулнӑ (Рим 11:13). Павел хӑйне шанса панӑ ӗҫе лайӑх туса тӑнӑ. Вӑл еврейсене кӑна мар, грексене те, вӗреннӗ ҫынсене те, ахаль хресченсене те, пуҫлӑхсемпе патшасене те ырӑ хыпар пӗлтернӗ. Кашнин чӗрине пырса тивес тесе Павел «пуриншӗн те хӑйсем пек» пулса тӑнӑ (1 Кор. 9:19—23). Вӑл ҫынсен культурине, вӗсем мӗнле ӳссе ҫитӗннине, мӗне ӗненнине шута илсе калаҫнӑ. Ырӑ хыпар сарнӑ чухне тӗл пулнӑ кашни ҫынпа майне пӗлсе калаҫма вӗренсен эпир те ӑнӑҫлӑрах пулӑпӑр.
ЫТТИСЕМ ХӐВӐР ПЕК ШУТЛАМАСАН, ВӖСЕНЕ АН ТИРКӖР
13. Ыттисем мӗнле шутланине тиркемесен эпир 1 Коринф 8:9-мӗшӗнче асӑннӑ мӗнле хӑрушлӑхран пӑрӑнӑпӑр?
13 Хамӑрӑнни ҫинче тӑмастпӑр пулсан эпир ыттисем мӗнле шутланине тиркемӗпӗр. Тӗслӗхрен, хӑш-пӗр хӗрарӑм тӑвансем сӑрланма юратаҫҫӗ, теприсем вара сӑрланмаҫҫӗ. Хӑш-пӗр христиансене эрех ӗҫме килӗшет (паллах, вӗсем виҫине пӗлсе ӗҫеҫҫӗ), теприсем вара пач та ӗҫмеҫҫӗ. Пур христианин та сывӑ пуласшӑн, анчах та вӗсем тӗрлӗ сипленмелли меслет суйлама пултараҫҫӗ. Эпир хамӑр тунӑ йышӑну ҫеҫ тӗрӗс тесе шутлатпӑр пулсан тата ыттисене те хамӑр пек тутарттарасшӑн пулсан, тӑвансен ӗненӗвне хавшатма тата пӗрлӗхе аркатма пултаратпӑр. Паллах, эпир ҫапла тӑвасшӑн мар (1 Коринф 8:9 вуласа парӑр; 1 Кор. 10:23, 24). Библири принципсем пире виҫине пӗлме тата мире упрама пулӑшаҫҫӗ. Айтӑр ҫавна кӑтартакан икӗ тӗслӗхе пӑхса тухар.
14. Тумтирпе причёска суйланӑ чухне Библири хӑш принципсем пулӑшма пултараҫҫӗ?
14 Ҫи-пуҫ. Иегова пирӗн мӗн тӑхӑнма юранипе юраманни пирки правилӑсем палӑртса хуман. Ун вырӑнне вӑл принципсем панӑ. Туррӑн ӗҫлекенӗсем пулнӑ май пирӗн хамӑр ҫи-пуҫпа ӑна мухтава кӑлармалла. Ҫавӑнпа та сӑпайлӑ тӑхӑнмалла, виҫине пӗлмелле тата хамӑрӑнни ҫинче тӑмалла мар (1 Тим. 2:9, 10; 1 Петр 3:3). Пирӗн хамӑр ҫине ытлашши пӑхтарас килмест. Библири принципсене пула старейшинӑсем тумтирпе причёска тӗлӗшӗнчен правилӑсем шутласа кӑлармаҫҫӗ. Пӗр пухура ҫамрӑк арҫын тӑвансем мода хыҫҫӑн кайса кӗске, анчах та тирпейсӗр причёскӑпа ҫӳренӗ. Старейшинӑсем правилӑсем палӑртса хумасӑр вӗсене мӗнле пулӑшнӑ-ха? Район старейшини вӗсене акӑ мӗнле канаш панӑ: «Ҫав ҫамрӑк арҫын тӑвансене ҫапла калӑр: „Эсир сӑмах тухса каланӑ чухне ҫынсем хӑвӑр мӗн каланине тимлӗ итлесе ларас вырӑнне сирӗн ҫи-пуҫ ҫине пӑхса лараҫҫӗ пулсан, апла сирӗн тумтирпе причёскӑна улӑштармалла пуль“». Старейшинӑсем ҫамрӑк арҫын тӑвансемпе район старейшини сӗннӗ пек калаҫса илнӗ хыҫҫӑн лешӗсем кирлӗ улшӑнусем тунӑ, старейшинӑсен вара правилӑсем шутласа кӑларма тивмен d.
15. Сипленмелли меслетсене суйланӑ чухне эпир Библири мӗнле законсемпе тата принципсемпе усӑ куратпӑр? (Рим 14:5).
15 Сывлӑх. Кашни христианинӑн сывлӑхӗшӗн мӗнле тӑрӑшмалли пирки хӑйӗн йышӑну тумалла (Гал. 6:5). Сипленмелли меслетсем пирки Библире темиҫе закон анчах пур. Тӗслӗхрен, унта юнран тата тӗшмӗшрен сыхланма хушнӑ (Ап. ӗҫ. 15:20; Гал. 5:19, 20). Ытти тӗлӗшӗнчен христианин хӑй йышӑну тума пултарать. Пӗрисем тухтӑр патне каяҫҫӗ, теприсем вара урӑх меслетсемпе усӑ кураҫҫӗ. Хамӑр суйласа илнӗ меслет тӗрӗс тесе шутланӑ чухне те пирӗн ыттисен суйласа илме право пуррине асра тытмалла. Ҫакӑн пирки ан манӑр: 1) Турӑ Патшалӑхӗ ҫеҫ пур чир-чӗре те яланлӑхах пӗтерӗ (Ис. 33:24); 2) кашни христианин хӑйӗншӗн мӗнле лайӑх пулать, ҫапла тӑвать (Рим 14:5 вуласа парӑр); 3) пирӗн ыттисене айӑпламалла мар е вӗсен ӗненӗвне хавшатма пултаракан ӗҫсем тумалла мар (Рим 14:13); 4) христиансем пӗр-пӗрне юратаҫҫӗ, вӗсемшӗн пухури пӗрлӗх хӑйсен кирек мӗнле йышӑну тума ирӗк пурринчен пӗлтерӗшлӗрех (Рим 14:15, 19, 20). Ҫак шухӑшсене асра тытсан, хамӑрпа тӑвансем хушшинче ҫывӑх хутшӑнусем пулӗҫ тата эпир пухура килӗшӳ пултӑр тесе хамӑртан мӗн килнине тӑвӑпӑр.
16. Старейшина пӗр-пӗр ыйтӑва ытти старейшинӑсемпе сӳтсе явнӑ чухне хӑйӗнни ҫинче тӑманни ӑҫтан курӑнӗ? (Ӳкерчӗк ҫине те пӑхӑр.)
16 Старейшинӑсен те хӑйсенни ҫинче тӑмалла мар тата ҫак тӗлӗшрен тӗслӗх кӑтартмалла (1 Тим. 3:2, 3). Сӑмахран, пӗр старейшина ыттисенчен аслӑрах пулсан, унӑн ыттисен хӑйӗнпе яланах килӗшмелле тесе шутламалла мар. Вӑл ҫакна ӑнланать: Иегова старейшинӑсен советӗнчи кирек хӑш арҫын тӑвана та тӗрӗс йышӑну тума пулӑшакан шухӑша калаттарма пултарать. Пӗр-пӗр йышӑнупа ытларахӑшӗ килӗшет пулсан тата ҫав йышӑну Библири принципсене пӑсмасть пулсан, старейшина, хӑй урӑхла шутлать пулин те, хӑйӗнни ҫинче тӑмӗ, ҫав йышӑнупа килӗшӗ.
ХАМӐРӐННИ ҪИНЧЕ ТӐМАННИ МӖНЛЕ УСӐ ПАРАТЬ?
17. Хамӑрӑнни ҫинче тӑманни пире мӗнле усӑ парать?
17 Хамӑрӑнни ҫинче тӑманни пире нумай усӑ парать. Пирӗн хамӑрпа тӑвансем хушшинчи хутшӑнусем лайӑх, пухура вара — пӗрлӗх. Иеговӑн ӗҫлекенӗсен пурин те характерӗ тӗрлӗрен, ӳссе ҫитӗнессе те, эпир тӗрлӗ культурӑра ӳссе ҫитӗннӗ. Апла пулин те, эпир Иегова хамӑра пысӑк та туслӑ ҫемьене пухнӑшӑн питӗ савӑнатпӑр. Чи кирли вара — эпир хӑйӗнни ҫинче тӑман Иегова Турӑран тӗслӗх илетпӗр. Ҫакӑ пире пуринчен те ытларах савӑнӑҫ кӳрет.
90-МӖШ ЮРӐ Пӗр-пӗрне хавхалантарӑр
a Иегова та, Иисус та хӑйӗнни ҫинче тӑмаҫҫӗ. Вӗсем пирӗнтен те ҫак лайӑх ене аталантарасса кӗтеҫҫӗ. Эпир хамӑрӑнни ҫинче тӑмастпӑр пулсан, пирӗн пурнӑҫ улшӑнсан, сӑмахран, эпир чирлесе ӳксен е экономикӑпа ҫыхӑннӑ йывӑрлӑхсем сиксе тухсан, пире ҫӗнӗ лару-тӑрӑва хӑнӑхма ҫӑмӑлрах пулӗ. Унсӑр пуҫне, ҫак лайӑх ен пире пухури пӗрлӗхпе мире упрама пулӑшать.
b 2016 ҫулхи 4 № «Вӑранӑр!» журналти «Как относиться к изменениям в жизни» статьяна пӑхӑр.
c Ҫак видеона пӑхас тесе jw.org сайта кӗрӗр те шырав йӗркинче «интервью с Дмитрием Михайловым» тесе ҫырӑр.
d Ҫи-пуҫ пирки «Ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнӑр!» кӗнекери 52-мӗш урокран ытларах пӗлме пулать.