Библи мӗн калать
Чухӑнлӑха пӗтерме пулать-и?
Чухӑнлӑха пула ҫинӗ-ҫимен пурӑннӑран тата чирленӗрен кашни ҫул миллион-миллион ҫын вилет. Хӑш-пӗр ҫӗршывсем пуянланса пыраҫҫӗ пулин те, ҫынсенчен нумайӑшӗ ҫав-ҫавах ҫитмен пурнӑҫпа пурӑнать. Библире палӑртнӑ тӑрӑх, чухӑнлӑх вӑл — этемлӗхӗн мӗн ӗмӗртенпе пыракан инкекӗ. (Иоанн 12:8 вулӑр.)
Чухӑнлӑха тӗпрен пӗтерес тесен ҫынсене пӗтӗм тӗнчене тытса тӑракан патшалӑх кирлӗ. Ҫав патшалӑхӑн ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗпе те тӗрӗс усӑ курма пӗлмелле, вӑрҫӑсене те — чухӑнлӑхӑн тӗп сӑлтавне — пӗтерме вӑй-хӑват пулмалла. Турӑ шӑп ҫавӑн пек патшалӑх туса лартма сӑмах парать. (Даниил 2:44 вулӑр.)
Кам чухӑнлӑха пӗтерӗ?
Турӑ хӑйӗн Ывӑлне, Иисус Христоса, пӗтӗм этемлӗхӗн пуҫлӑхӗ пулма суйласа лартнӑ (Псалом 2:4—8). Иисус чухӑнсене пулӑшӗ, тӗрӗсмарлӑхпа пусмӑра пӗтерӗ. (Псалом 71:8, 12—14 вулӑр.)
Библире Иисус пирки «Тӑнӑҫлӑх Пуҫлӑхӗ» тесе малтанах каласа хунӑ пулнӑ, ҫавӑнпа та вӑл ҫӗр ҫинче тӑнӑҫлӑх, е мир, туса хурӗ те пур хӑрушлӑха та тӗп тӑвӗ. Вара ун чухне кашнин хӑйӗн килӗ, кӑмӑла каякан ӗҫ тата ҫителӗклӗ апат-ҫимӗҫ пулӗ. (Исаия 9:6, 7; 65:21—23 вулӑр.)