Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Мӗнлерех-ши вӑл Турӑ?

Мӗнлерех-ши вӑл Турӑ?

Ҫыннӑн лайӑх енӗсене ытларах пӗлсе пынӑҫемӗн вӑл мӗнле ҫын пулнине пӗлӗпӗр, вара пирӗн туслӑх та ҫирӗпленет. Иеговӑпа та ҫавӑн пекех. Туррӑн мӗнле лайӑх енсем пуррине ытларах пӗлсе пынӑҫемӗн вӑл мӗнле Турӑ пулнине пӗлсе пырӑпӑр та унпа ҫывӑхланӑпӑр. Туррӑн тӑватӑ тӗп енне палӑртма пулать: унӑн вӑйне, ӑслӑлӑхне, тӗрӗслӗхне тата юратӑвне.

ТУРӐ ВӐЙЛӐ

«Эй Ҫӳлхуҫа Туррӑм! Аслӑ вӑюпа, хӑватлӑ аллупа Эсӗ тӳпепе ҫӗре пултарнӑ» (ИЕРЕМИЯ 32:17).

Туррӑн вӑйӗ вӑл тунӑ япаласенче палӑрать. Тӗслӗхрен, ҫуллахи уяр кун урама тухсан эсир мӗн туятӑр? Хӗвел ӑшшине. Чӑннипе вара ку Туррӑн вӑйӗ. Хӗвелӗн хӑвачӗ мӗн тери пысӑк? Ун варринче 15 миллион градус таран вӗри. Ҫӗр-ҫӗр миллион атом бомби мӗн чухлӗ энерги кӑларать, ҫавӑн чухлӗ энерги кашни ҫеккунтра Хӗвелтен тухса тӑрать.

Ҫут тӗнчери миллиард-миллиард ҫӑлтӑрпа танлаштарсан, Хӗвел самаях пӗчӗк ҫӑлтӑр. Ученӑйсем каланӑ тӑрӑх, чи пысӑк ҫӑлтӑрсенчен пӗри — UY Щита. Унӑн радиусӗ Хӗвел радиусӗнчен 1 700 хута яхӑн пысӑкрах. UY Щита ҫӑлтӑра Хӗвел вырӑнне вырнаҫтарсан, пирӗн ҫӗр чӑмӑрӗ те, Юпитерпа унӑн орбити те ун ӑшӗнче юлнӑ пулӗччӗҫ. Ҫакӑ пире Иеремийӑн сӑмахӗсене лайӑхрах ӑнланма пулӑшать. Вӑл Иегова пӗлӗтпе ҫӗре — Ҫут тӗнчене — хӑйӗн тӗлӗнмелле хӑвачӗпе тунӑ тенӗ.

Туррӑн вӑйӗ пире мӗнле усӑ парать? Пирӗн пурнӑҫ пӗтӗмпех Турӑ мӗн тунинчен, сӑмахран, Хӗвел энергийӗнчен тата ҫутҫанталӑк пуянлӑхӗнчен, килет. Унсӑр пуҫне, Турӑ уйрӑмах пӗр-пӗр ҫынна пулӑшас тесе те хӑйӗн хӑвачӗпе усӑ курма пултарать. Мӗнле майпа? Тӗслӗхрен, пӗрремӗш ӗмӗрте Турӑ Иисус Христоса вӑй панӑ, вара лешӗ чӑннипех те тӗлӗнмелле ӗҫсем тунӑ. Библире каланӑ: «Суккӑррисем куракан пулаҫҫӗ, уксаххисем ҫӳрекен пулаҫҫӗ, тилҫеллисем тасалаҫҫӗ, хӑлхасӑррисем илтеҫҫӗ, вилнисем чӗрӗлсе тӑраҫҫӗ» (Матфей 11:5). Хальхи вӑхӑт пирки вара мӗн калама пулать? Турӑ пирки Библире: «Вӑл ӗшеннӗ ҫынна вӑй-хал кӗртет»,— тенӗ. Тата унта: «Ҫӳлхуҫана шанакансем вара ҫӗнӗрен вӑй илеҫҫӗ»,— тесе ҫырнӑ (Исаия 40:29, 31). Иегова пире хамӑрӑн йывӑрлӑхсене чӑтса ирттерме «ытла та пысӑк хӑват» пама пултарать (2 Коринф 4:7). Пирӗншӗн тӑрӑшакан тата пире вӑй-хӑват пама пултаракан Турӑпа туслашас килет-и сирӗн?

ТУРӐ ӐСЛӐ-ТӐНЛӐ

«Эй Ҫӳлхуҫа, Санӑн ӗҫӳсем ытла та нумай-ҫке! Эсӗ пурне те ӑслӑлӑхпа пултарнӑ» (ПСАЛОМ 103:24).

Турӑ тунӑ япаласем ҫинчен мӗн чухлӗ ытларах пӗлсе пыратпӑр, ҫавӑн чухлӗ ытларах пире Туррӑн ӑслӑлӑхӗ тӗлӗнтерет. Тӗслӗхрен, биомиметика, е биомимикрия, ятлӑ наука пур. Ҫак енпе ӗҫлекен ученӑйсем Иегова тунӑ япаласен уйрӑмлӑхӗсене тӗпчеҫҫӗ те мӗн пӗлсе пынипе усӑ курса тӗрлӗ япаласем — тӳмелемелли ҫыпҫӑнчӑкран пуҫласа самолетӑн пайӗсене — шухӑшласа кӑлараҫҫӗ.

Ҫын куҫне мӗнле туни тӗлӗнтермеллипех тӗлӗнтерет

Туррӑн ӑслӑлӑхӗ пуринчен ытла этем кӗлеткине мӗнле тунинче курӑнать. Тӗслӗхшӗн ҫын пурнӑҫӗ мӗнле тӗвӗленнине пӑхса тухар. Тӗвӗленнӗ клеткӑри генсенче пӗтӗм инструкци пур. Вӑл хӑйӗн пек клеткӑсем ҫине пайланать, анчах та пӗр самантра клеткӑсем пӗр-пӗринчен хытӑ уйрӑлса тӑма пуҫлаҫҫӗ. Ҫапла вара икҫӗр тӗсе яхӑн клетка, тӗслӗхрен, юн, нерв тата шӑмӑ клеткисем, пулса каяҫҫӗ. Кӑшт вӑхӑт иртсен органсен системисем йӗркеленсе кайса ӗҫлеме пуҫлаҫҫӗ. Клетка тӗвӗленнӗренпе тӑхӑр уйӑхранах ача ҫуралать, ун чухне унӑн кӗлетки темиҫе миллиард клеткӑран тӑрать. Ҫын кӗлеткине мӗнле тӗлӗнмелле ӑслӑлӑхпа тунине курса нумайӑшӗ Библире ҫырнӑ сӑмахсемпе килӗшеҫҫӗ: «Сана аслӑлатӑп — Эсӗ мана тӗлӗнмелле пултарнӑ» (Псалом 138:14).

Туррӑн ӑслӑлӑхӗ пире мӗнле усӑ парать? Пире Тӑвакан пире телейлӗ пулма мӗн кирлине пӗлет. Туррӑн тарӑн пӗлӳпе ӑнлану пур. Вӑл хӑйӗн Сӑмахӗ урлӑ пире ӑслӑ канашсем парать. Тӗслӗхрен, Библи пире: «Пӗри теприне кӳрентернӗ пулсассӑн — каҫарӑр»,— тет (Колоссӑ 3:13). Ҫак канаша ӑслӑ-тӑнлӑ теме пулать-и? Пулать. Тӗпчевҫӗсем каланӑ тӑрӑх, каҫарма пӗлекен ҫынсем лайӑхрах ҫывӑраҫҫӗ тата юн пусӑмӗ ӳснипе, депрессипе тата ытти чир-чӗрпе сахалрах аптраҫҫӗ. Ӑслӑ та тӑрӑшакан тус евӗр Иегова яланах пире ырӑ та усӑллӑ канаш пама пултарать (2 Тимофей 3:16, 17). Сирӗн унпа туслашас килет-и?

ТУРӐ ТӖРӖСЛӖХЕ ЮРАТАТЬ

«Ҫӳлхуҫа тӳрӗ сута юратать» (ПСАЛОМ 36:28).

Турӑ яланах тӳрӗ суд тӑвать. Чӑнах та, «Туррӑн тӗрӗсмарлӑх пулас ҫук, Пурне те Тытса Тӑракан суя сут тӑвас ҫук» (Иов 34:10). Вӑл яланах тӗрӗссине тӑвать. Иегова пирки псалом юрлакан ҫапла каланӑ: «Эсӗ халӑхсене тӳррипе сут тӑватӑн» (Псалом 66:5). Иегова «чӗре ҫине пӑхать», ҫавӑнпа вӑл икӗпитлӗн хӑтланнине курать, тӗрӗслӗхе суяран тӳрех уйӑрса илет тата ҫынсемпе вӗсен ӗҫӗсене тӗрӗс хак парать (1 Патшасен 16:7). Унсӑр пуҫне, Турӑ тӗнчери тӗрӗсмарлӑха, влаҫра ларакансем укҫашӑн сутӑннине, урӑх усал ӗҫсене те курса тӑрать тата «йӗркесӗр ҫынсене... ҫӗр ҫинчен» пӗтерме сӑмах парать (Ытарӑшсем 2:22).

Апла пулин те Турӑ пирки вӑл ҫынсене наказани парас тесе сӑнаса тӑракан хаяр судья тесе калаймӑн. Вӑл хӗрхенме ялан хатӗр. Библире каланӑ тӑрӑх, Иегова ҫылӑх ӑшне путнӑ ҫынсемпе те — вӗсем чун-чӗререн ӳкӗнеҫҫӗ пулсан — «ырӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ». Чӑн-чӑн тӗрӗслӗхӗн шӑп ҫапла пулмалла мар-и вара? (Псалом 102:8; 2 Петр 3:9.)

Турӑ тӳрӗ суд туни пире мӗнле усӑ парать? Петр апостол ҫапла каланӑ: «Турӑшӑн пур ҫын та — пӗрех, Турӑран хӑраса тӑракан ҫын, тӳрӗлӗхпе пурӑнакан ҫын кирек епле халӑх ҫынни пулсан та Турӑшӑн кӑмӑллӑ» (Апостолсен ӗҫӗсем 10:34, 35). Турӑ тӳрӗ суд туни пире усӑ парать, мӗншӗн тесен вӑл пур лару-тӑру ҫине те тӗрӗс пӑхать тата никама та камне кура уйӑрмасть. Эпир кирек мӗнле халӑх ҫынни пулсан та, кирек мӗнле пӗлӳ илсен те тата обществӑра кирек мӗнле вырӑн йышӑнсан та, Туррӑн ӗҫлекенӗсем пулса тӑма тата ӑна юрӑхлӑ пулма пултаратпӑр.

Турӑ никама та камне кура уйӑрмасть, ҫавӑнпа кирек мӗнле халӑх ҫынни пулсан та тата обществӑра кирек мӗнле вырӑн йышӑнсан та, эпир ӑна кӗлтума пултаратпӑр

Турӑ хӑйӗн принципӗсем тӑрӑх суд тӑвать, вӑл пире те ҫав принципсене ӑнланса илме, вӗсемпе усӑ курма вӗрентесшӗн. Ҫавӑнпа та вӑл пире совесть панӑ. Библире каланӑ тӑрӑх, совесть вӑл — пирӗн чӗре ӑшне ҫырса хунӑ закон, вӑл пире хамӑра тӗрӗс тытнипе тытманнине тӗрӗслеме пулӑшать (Рим 2:15). Ҫакӑ пире мӗнле усӑ парать? Эпир хамӑр совеҫе тӗрӗс вӗрентрӗмӗр пулсан, вӑл пире ӑссӑр та тӗрӗс мар ӗҫсене тума памӗ. Йӑнӑш тусан вара вӑл пире ӳкӗнсе улшӑнусем тума пулӑшӗ. Турӑ тӗрӗслӗхе юратни тата пирӗн ӑша та тӗрӗслӗх туйӑмне хывни чӑннипех те савӑнтарать тата унпа ҫывӑхланма хавхалантарать.

ТУРӐ — ЮРАТУ

«Турӑ — юрату вӑл» (1 ИОАНН 4:8).

Турӑ хӑватлӑ, ӑслӑ тата тӗрӗс суд тӑвакан пулсан та, Библире Турӑ вӑл — вӑй, ӑслӑлӑх тата тӗрӗслӗх тесе ниҫта та ҫырман. Анчах та унта Турӑ вӑл — юрату тесе ҫырнӑ. Мӗншӗн? Иегова пур ӗҫе те хӑйӗн вӑйӗпе тӑвать тата ҫав ӗҫсенче пуринче те унӑн тӗрӗслӗхӗпе ӑслӑлӑхӗ курӑнса тӑраҫҫӗ, анчах та кирек мӗнле ӗҫе тума та Иеговӑна юрату хавхалантарса тӑрать.

Иегова хӑйне тем ҫитменрен мар, юратнӑран ангелсемпе ҫынсене — унӑн юратӑвне курма тата вӑл тӑрӑшнине хаклама пултаракансене — пурнӑҫ панӑ. Ҫӗре туса вӑл пӗрремӗш ҫемье валли чи чаплӑ кил хатӗрленӗ. Турӑ халӗ те ҫынсемшӗн тӑрӑшать: «Вӑл Хӑйӗн хӗвелне усаллисем ҫине те, ыррисем ҫине те пӑхтарать; ҫумӑрне те сӑваплисем ҫине те, сӑвапсӑррисем ҫине те ҫутарать» (Матфей 5:45).

Унсӑр пуҫне, «Ҫӳлхуҫа ырӑлӑхлӑ, хӗрхенекен кӑмӑллӑ» (Иаков 5:11). Иегова хӑй ҫинчен пӗлсе унпа ҫывӑхланма вӑй хуракансене питӗ хаклать. Вӑл вӗсене кашнине юратать. Библире Иегова «пирӗн ҫывӑхрах, кашнийӗ ҫывӑхӗнчех» тесе ҫырнӑ (Апостолсен ӗҫӗсем 17:27).

Туррӑн юратӑвӗ пире мӗнле усӑ парать? Эпир хӗвел ларнине пӑхса киленетпӗр тата ача куллине илтсе савӑнатпӑр. Пирӗншӗн ҫывӑх ҫыннӑн юратӑвӗ питӗ хаклӑ. Эпир ҫакӑнсӑр та пурӑнма пултаратпӑр пулин те, ҫакӑ пирӗн пурнӑҫа пуянлатать.

Унсӑр пуҫне, Иегова пире хӑйне кӗлтума май панӑ, ҫакӑ та вӑл пире юратнине кӑтартса парать. Библире ҫапла ҫырнӑ: «Нимӗншӗн те ан чӑрманӑр; кӗлтунӑ чухне те, ыйтнӑ чухне те кӑмӑлӑр туртнине яланах Турра тав туса каласа парӑр». Юратакан атте пулнӑран вӑл пире хамӑра мӗн пӑшӑрхантарни ҫинчен пӗтӗмпех каласа пама хавхалантарать. Иегова пире «нимӗнле ӑс та пӗлейми канӑҫлӑх» пама сӑмах парать (Филиппӑ 4:6, 7).

Иеговӑн тӗп паха енӗсене — вӑйне, ӑслӑлӑхне, тӗрӗслӗхне тата юратӑвне — сӳтсе явни сире Иегова мӗнле Турӑ пулнине лайӑхрах ӑнланма пулӑшрӗ-и? Иеговӑпа тата ҫывӑхланас тесе айтӑр вӑл пирӗншӗн мӗн тунине тата пуласлӑхра мӗн тӑвассине пӗлер.

МӖНЛЕРЕХ-ШИ ВӐЛ ТУРӐ? Иеговӑн вӑйӗ, ӑслӑлӑхӗ тата тӗрӗслӗхӗ пуринне те ирттерет, анчах та пуринчен ытла пире унӑн юратӑвӗ килӗшет