Библи пире мӗне вӗрентет?
Мӗншӗн эпир асапланатпӑр? Ҫын вилсен, унпа мӗн пулать? Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен мӗн тумалла? Библи вӗренмелли ҫак пособи сире ҫак тата ытти ыйтусен хуравӗсене тупма пулӑшӗ.
Турӑ ҫынсем валли мӗн хатӗрлесе хунӑ?
Тен, эсир хальхи вӑхӑтра мӗншӗн питӗ нумай йывӑрлӑх тесе шутланӑ та пуль. Библире Турӑ кӗҫех ҫынсене хӗн-асапран, чир-чӗртен тата вилӗмрен хӑтарӗ тесе каланӑ.
1-МӖШ СЫПӐК
Кам вӑл Турӑ?
Турӑ пире юратать-и? Унӑн паха енӗсем ҫинчен тата унӑн тусӗ пулса тӑрас тесен мӗн тумалли ҫинчен пӗлӗр.
2-МӖШ СЫПӐК
Библи — Турӑ панӑ кӗнеке
Библи сире хӑвӑрӑн йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшма пултарать-и? Мӗншӗн эпир Библири пророкла каланисене шанма пултаратпӑр?
3-МӖШ СЫПӐК
Турӑ ҫынсем валли мӗн туса парасшӑн?
Ҫӗр рай пулса тӑрсан, ҫӗнӗ тӗнчере пурнӑҫ мӗнлерех пулӗ?
4-МӖШ СЫПӐК
Кам вӑл Иисус Христос?
Иисус чӑннипех пама пулнӑ Мессия пулнине, вӑл ӑҫтан килнине тата мӗншӗн ун пирки Иеговӑн пӗртен-пӗр Ывӑлӗ тенине пӗлӗр.
5-МӖШ СЫПӐК
Тӳлесе илме панӑ парне — Турӑ панӑ чи хаклӑ парне
Мӗн вӑл тӳлесе илме панӑ парне? Вӑл пире мӗнле усӑ пама пултарать?
6-МӖШ СЫПӐК
Ҫын вилсен, унпа мӗн пулать?
Ҫын вилсен, унпа мӗн пулни тата ҫынсем мӗншӗн вилни пирки Библире мӗн каланине пӗлӗр.
7-МӖШ СЫПӐК
Вилнисем чӗрӗлсе тӑрӗҫ!
Сирӗн юратнӑ ҫынсенчен кам та пулин вилнӗ-и? Вӗсене каллех курма пулать-ши? Вилӗмрен чӗрӗлсе тӑрасси пирки Библире мӗн каланине пӗлӗр.
8-МӖШ СЫПӐК
Мӗн вӑл Турӑ Патшалӑхӗ?
Нумай ҫын «Эй, ҫӳлти Аттемӗр» кӗлле пӗлет. Ҫак кӗлӗри «Санӑн Патшалӑху килтӗр» текен сӑмахсене мӗнле ӑнланмалла?
9-МӖШ СЫПӐК
Ҫак тӗнче кӗҫех пӗтет-ши?
Ҫынсен ӗҫӗсем тата шухӑш-кӑмӑлӗ эпир, Библире каланӑ пек, «юлашки кунсенче» пурӑннине мӗнле кӑтартса панине пӑхса тухӑр.
10-МӖШ СЫПӐК
Ангелсемпе демонсем ҫинчен калакан чӑнлӑх
Библире ангелсемпе демонсем ҫинчен тӗрӗссине каласа панӑ. Вӗсем чӑнах та пур-и? Вӗсем пире пулӑшаҫҫӗ-и е сиен кӳреҫҫӗ?
11-МӖШ СЫПӐК
Мӗншӗн хӗн-асап ҫав тери нумай?
Нумайӑшӗ ҫӗр ҫинчи инкек-синкекшӗн пуриншӗн те Турра айӑплать. Эсир мӗн шутлатӑр? Мӗншӗн тӗнчере хӗн-асап пулни пирки Турӑ мӗн каланине пӗлӗр.
12-МӖШ СЫПӐК
Туррӑн тусӗ пулас тесен мӗн тумалла?
Иеговӑна юраса пурӑнма пулать-и? Пулать. Ҫитменнине тата эсир унӑн тусӗ пулма пултаратӑр.
13-МӖШ СЫПӐК
Турӑ панӑ пурнӑҫа хаклӑр
Хырӑм пӑрахни, юн яни тата чӗрчунсен пурнӑҫӗ ҫине Турӑ мӗнле пӑхать?
14-МӖШ СЫПӐК
Сирӗн ҫемье телейлӗ пулма пултарать
Упӑшкасем, арӑмсем, ашшӗ-амӑшӗсем тата ачасем Иисус Христосран тӗслӗх илме пултараҫҫӗ. Унран эпир мӗне вӗренме пултаратпӑр?
15-МӖШ СЫПӐК
Турра мӗнле тӗрӗс пуҫҫапмалла?
Чӑн тӗне тытса тӑракансене уйӑрса илме пулӑшакан ултӑ палла пӑхса тухӑпӑр.
16-МӖШ СЫПӐК
Турра вӑл каланӑ пек пуҫҫапӑр
Хӑвӑр мӗне ӗненни ҫинчен ыттисене каласа панӑ чухне эсир мӗнле йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултаратӑр? Ҫавна эпир ҫынсене кӳрентермесӗр мӗнле тума пултаратпӑр?
17-МӖШ СЫПӐК
Турра мӗнле кӗлтумалла?
Эпир Турра кӗлтунӑ чухне вӑл пире итлет-и? Ҫак ыйту ҫине хуравлас тесен Библире кӗлӗ пирки мӗн каланине пӗлмелле.
18-МӖШ СЫПӐК
Пирӗн хамӑр пурнӑҫа Турра халалламалла-и тата шыва кӗмелле-и?
Шыва кӗрес умӗн мӗнле утӑмсем тумалла? Шыва кӗни мӗн иккенне тата ӑна мӗнле тумаллине пӗлӗр.
19-МӖШ СЫПӐК
Иеговӑпа хӑвӑр хушӑри туслӑха упрӑр
Турра юратнине тата вӑл пирӗншӗн мӗн тунӑ, ҫавсемшӗн пуриншӗн те пархатарлӑ пулнине мӗнле кӑтартма пулать?
Хыҫсӑмах
«Библи пире мӗне вӗрентет?» кӗнекере тӗл пулакан сӑмахсен тата сӑмах ҫаврӑнӑшӗсен пӗлтерӗшӗсем.