Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

Турӑ ҫынсем валли мӗн хатӗрлесе хунӑ?

Турӑ ҫынсем валли мӗн хатӗрлесе хунӑ?

ЭСИР хаҫат вуланӑ, телевизор пӑхнӑ е радио итленӗ чухне преступленисем, вӑрҫӑсем тата терроризм ҫинчен калакан нумай хыпар куратӑр е илтетӗр. Сирӗн хӑвӑрӑн та йывӑрлӑхсем пур пуль. Тен, эсир йывӑр чирпе чирлетӗр е сирӗн ҫывӑх ҫынсенчен кам та пулин вилнӗ.

Шухӑшласа пӑхӑр-ха:

  • Турӑ мана е манӑн ҫемьене асаплантарса пурӑнтарасшӑн-и?

  • Хамӑн йывӑрлӑхсене татса парас тесе эпӗ пулӑшу ӑҫтан илме пултаратӑп?

  • Ҫӗр ҫинче хӑҫан та пулин чӑн-чӑн мир пулӗ-ши?

Библи ҫак ыйтусем ҫине питӗ лайӑх хуравлать.

ТУРӐ ҪӖР ҪИНЧЕ ТӖЛӖНМЕЛЛЕ УЛШӐНУСЕМ ТӐВӖ ТЕСЕ КАЛАНӐ БИБЛИРЕ

  • Ҫынсем урӑх чирлемӗҫ, ватӑлмӗҫ тата вилмӗҫ (Ӳлӗмхине 21:4)

  • «Уксаххи пӑлан пек сиксе тӑрӗ» (Исаия 35:6)

  • «Суккӑррисен куҫӗ курма пуҫлӗ» (Исаия 35:5)

  • Вилнисем пурӑнма чӗрӗлсе тӑрӗҫ (Иоанн 5:28, 29)

  • Никам та чирлемӗ (Исаия 33:24)

  • Пурин те апат-ҫимӗҫ нумай пулӗ (Псалом 71:16)

БИБЛИ МӖНЕ ВӖРЕНТНИНЧЕН УСӐ ИЛӖР

Маларах мӗн калани пирки пурнӑҫланма пултарайман пуш ӗмӗт тесе шутлама ан васкӑр. Турӑ ҫӗр ҫинче ҫавӑн пек улшӑнусем тума сӑмах панӑ. Библире вара вӑл ҫавна мӗнле тӑвассине ӑнлантарса панӑ.

Библи вара халех сире чӑннипех телейлӗ пулма пулӑшӗ. Тен, эсир укҫа-тенкӗ ҫитменнине тата ҫемьери йывӑрлӑхсене пула, сывлӑх япӑх пулнине тата юратнӑ ҫын вилнине пула хуйха ӳкнӗ. Библи сире ҫак йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме пулӑшӗ. Вӑл сире йӑпатма, лӑплантарма пултарать, мӗншӗн тесен ҫакӑн пек питӗ кирлӗ ыйтусем ҫине хурав парать:

  • Мӗншӗн ҫак тӗнчере усаллӑх тата хӗн-асап нумай?

  • Хамӑр йывӑрлӑхсене татса парас тесе эпир мӗн тума пултаратпӑр?

  • Ҫемье телейлӗ пултӑр тесен мӗн тумалла?

  • Ҫын вилсен, унпа мӗн пулать?

  • Хамӑрӑн вилнӗ ҫывӑх ҫынсене эпир хӑҫан та пулин курӑпӑр-ши?

  • Мӗншӗн эпир Турӑ хӑй мӗн тума сӑмах панӑ, ҫавсене пурне те пурнӑҫлассине шанма пултаратпӑр?

Эсир ҫак кӗнекене вулатӑр пулсан, ҫакӑ эсир Библи мӗне вӗрентнине пӗлесшӗн пулнине кӑтартса парать. Ҫак кӗнеке сире пулӑшма пултарать. Унта кашни абзац валли ыйту илсе панӑ, ҫакӑн пек меслетпе вӗренни сире Библие лайӑхрах ӑнланма пулӑшӗ. Иегова Свидетелӗсемпе Библи вӗреннӗ миллион-миллион ҫын ҫакӑ лайӑх меслет пулнине хӑйсемех курнӑ. Ҫак меслет сире те килӗшессе шанатпӑр. Эсир Библи мӗне вӗрентнине пӗлес тесе вӑй хунине Турӑ сире пиллесе тӑтӑр!