Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

 4-мӗш урок

Эпир мӗншӗн «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» кӑлартӑмӑр?

Эпир мӗншӗн «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» кӑлартӑмӑр?

Конго (Киншаса)

Руанда

Симмах куҫарӑвӗн татӑкӗнче 68-мӗш Псаломӑн 32-мӗш сӑвӑ йӗркинче Туррӑн ячӗ пур.

Нумай ҫул хушши Иегова Свидетелӗсем Библин тӗрлӗ куҫарӑвӗсемпе усӑ курнӑ, вӗсене пичетленӗ тата салатнӑ. Анчах та вӑхӑт иртнӗҫемӗн эпир ҫынсене «чӑнлӑха» тӗрӗс пӗлме пулӑшакан ҫӗнӗ куҫару кирлине ӑнланса илтӗмӗр, вӗт чӑнлӑха пӗлтересси — Туррӑн ирӗкӗ (1 Тимофей 2:3, 4). Ҫапла 1950-мӗш ҫултах «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗн» пӗрремӗш пайӗ хальхи акӑлчан чӗлхипе тухнӑ. Паян ҫак тӗрӗс тата ӑнланма ҫӑмӑл куҫару 120 ытла чӗлхепе пур, ҫав шутра вырӑс чӗлхипе те.

Ӑнланма ҫӑмӑл Библи кирлӗ. Кирек хӑш чӗлхе те вӑхӑт иртнӗҫемӗн улшӑнать, ҫавӑнпа ӑнланма йывӑр тата кивелнӗ сӑмахсем тӗл пулакан куҫарусене ҫӗнетме тивет. Унсӑр пуҫне, пирӗн вӑхӑтра авалхи алҫырусем тупнӑ, вӗсем пирвайхи текстран ытлашши улшӑнса тӑмаҫҫӗ. Вӗсем авалхи еврей, арамей тата авалхи грек чӗлхисемпе ҫырнӑ Библи тексчӗсене лайӑхрах ӑнланма пулӑшнӑ.

Турӑ сӑмахне тӗрӗс ӑнлантарса паракан куҫару кирлӗ. Библие куҫаракансен пирвайхи текстри Турӑ хавхалантарнипе ҫырнӑ сӑмахсен пӗлтерӗшне улӑштармасӑр тӗп-тӗрӗс куҫармалла. Шел пулин те, Сӑваплӑ Ҫырӑвӑн нумай куҫарӑвӗсенче чи кирлине кӑларса пӑрахнӑ — Туррӑн ятне, Иегова ята.

Хӑйӗн Авторне мухтава кӑларакан Библи кирлӗ (2 Патшасен 23:2). «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗнче» Иеговӑн ятне пирвайхи текстсенче тӗл пулакан пур вырӑна та каялла лартнӑ — 7 000 хута яхӑн (Псалом 83:18, ҪТ). Пӗр алҫырӑвӑн татӑкне аяларах курма пулать. Нумай ҫул хушши тӗплӗн тишкерни Туррӑн шухӑшӗсене уҫӑмлӑ тата тӗрӗс ӑнлантаракан куҫару тума пулӑшнӑ. Ҫакӑн пек Библие вулама питӗ кӑмӑллӑ. Сирӗн чӗлхепе «Ҫӗнӗ тӗнче куҫарӑвӗ» пур-и е ҫук, эпир сире Иеговӑн Сӑмахне кашни кун вулама сӗнетпӗр (Иисус Навин 1:8; Псалом 1:2, 3)

  • Иегова Свидетелӗсем Библин ҫӗнӗ куҫарӑвне мӗншӗн кӑларнӑ?

  • Туррӑн ирӗкне пӗлес текенсен пурин те мӗне йӑлана кӗртмелле?