3-МӖШ ПАЙӖ
Йывӑрлӑхсене мӗнле ҫӗнтермелле?
«Пуринчен ытла пӗр-пӗрне тӑрӑшса юратса пурӑнӑр: юратни нумай ҫылӑха каҫарать» (1 Петр 4:8).
Пӗрле пурӑнма пуҫланӑ хыҫҫӑн мӑшӑрсем ҫӗнӗ йывӑрлӑхсемпе тӗл пулма пултараҫҫӗ. Ҫакӑ упӑшкипе арӑмӗ тӗрлӗрен шухӑшланӑран, пӗр япала ҫинех тата пурнӑҫ ҫине пӗрешкел пӑхманран пулма пултарать. Е йывӑрлӑхсем лару-тӑру сасартӑк улшӑннине пула тата ытти сӑлтавсене пула та сиксе тухаҫҫӗ.
Паллах, йывӑрлӑхсене татса пама пур чухне те ҫӑмӑл мар, анчах Библи пире вӗсене ҫӗнтерме хавхалантарать (Матфей 5:23, 24). Библири принципсемпе усӑ курни йывӑрлӑхсене татса пама питӗ лайӑх пулӑшать.
1. ЙЫВӐРЛӐХА СӲТСЕ ЯВӐР
БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? «Калаҫмалли вӑхӑт» та пур (Екклесиаст 3:1, 7). Йывӑрлӑха сӳтсе явма вӑхӑт уйӑрӑр. Хӑвӑр мӗн шухӑшланине тата хӑвӑра мӗн хумхантарнине мӑшӑра пӗр пытармасӑр каласа парӑр. Мӑшӑра яланах «чӑннине калӑр» (Эфес 4:25). Ӑшра питӗ хытӑ тарӑхсан та, хӑвӑра алра тытма тӑрӑшӑр. Йӑвашшӑн хуравлани пире тавлашса кӗрсе кайма памӗ (Ытарӑшсем 15:4; 26:20).
Мӗнпе те пулин килӗшмесен те, ырӑ кӑмӑллӑ пулӑр, мӑшӑру эсир ӑна юратнине тата хисепленине яланах курса тӑтӑр (Колоссӑ 4:6). Хирӗҫӳсене май килнӗ таран хӑвӑртрах татса пама тӑрӑшӑр, ним чӗнмесӗр ан ҫӳрӗр (Эфес 4:26).
УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ
-
Йывӑрлӑха сӳтсе явма меллӗ вӑхӑт суйласа илӗр
-
Мӑшӑр мӗн каланине итленӗ чухне ӑна пӳлес килсен те, хӑвӑра тытса чарма тӑрӑшӑр. Сире те калама черет ҫитӗ
2. ТИМЛӖ ИТЛӖР
БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? «Пӗр-пӗрне тӑванла, чунтан юратӑр; пӗр-пӗрне хӑвӑртан асла хурса хисеплӗр» (Рим 12:10). Эсир мӑшӑра мӗнле итлени пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Вӑл мӗнле шутланине ӑнланма тӑрӑшӑр, «хӗрхенекен кӑмӑллӑ... йӑваш ӑслӑ пулӑр» (1 Петр 3:8; Иаков 1:19). Итленӗ пек ҫеҫ ан тӑвӑр. Май пулсан ӗҫе пӑрахӑр та мӑшӑр мӗн каланине тимлӗн итлӗр е ҫак ыйтӑва каярахпа сӳтсе явма сӑпайлӑн сӗнӗр. Эсир иксӗрӗн те пӗр тӗллев пулнине тата хӑвӑр пӗр-пӗринпе ӑмӑртманнине асра тытатӑр пулсан, сире «чунупа ҫилленме ан васка» канаша тытса тӑма ҫӑмӑлрах пулӗ (Екклесиаст 7:9).
УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ
-
Мӑшӑр мӗн калани килӗшмест пулсан та, унӑн сӑмахӗсене тимлӗр
-
Мӑшӑрӑн туйӑмӗсене ӑнланма тӑрӑшӑр. Унӑн пит-куҫӗ тата алли мӗнле выляннине, вӑл мӗнле сасӑпа каланине сӑнӑр
3. ЙЫШӐНУСЕНЕ ПУРНӐҪА КӖРТӖР
БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? «Кирек епле ӗҫӗн те тупӑшӗ пур, пушӑ сӑмах ҫапни вара сиен ҫеҫ кӳрет» (Ытарӑшсем 14:23). Йывӑрлӑха мӗнле татса памалли пирки калаҫса татӑлни ҫеҫ ҫителӗксӗр. Йышӑнӑва пурнӑҫа кӗртме тӑрӑшмалла. Ҫакна тума вара сахал мар вӑй хумалла пулӗ, анчах та каярахпа ҫакӑ пысӑк усӑ парӗ (Ытарӑшсем 10:4). Эсир пӗрле, килӗштерсе ӗҫлетӗр пулсан, сире «ырӑ пайта» пулӗ (Екклесиаст 4:9).
УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ
-
Йывӑрлӑха татса парас тесе сирӗнтен кашни мӗн тӑвасси пирки калаҫса татӑлӑр
-
Хӑвӑр мӗнле ҫитӗнӳсем тунине вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн пӑхса тухӑр