9-МӖШ ПАЙӖ
Пӗтӗм ҫемьепе Иеговӑшӑн ӗҫлӗр
«Тӳпепе ҫӗре... Пултаракана пуҫҫапӑр» (Ӳлӗмхине 14:7).
Библире сире тата сирӗн ҫемьене усӑ паракан принципсем нумай, эсир ҫакна ҫак брошюрӑра асӑрхарӑр та пулӗ. Иеговӑн сире телейлӗ тӑвас килет. Вӑл унӑн ӗҫне пурнӑҫра чи мала хуракансене «ытти вара пурте пулӗ сире» тесе шантарса калать (Матфей 6:33). Турӑ сире хӑйӗн тусӗсем хушшинче курасшӑн. Турӑпа туслашма пулӑшакан майсемпе пуринпе те усӑ курӑр. Турӑпа туслӑ пулни — ҫыншӑн чи пысӑк чыс (Матфей 22:37, 38).
1. ИЕГОВӐПА ХӐВӐР ХУШӐРИ ХУТШӐНУСЕНЕ ҪИРӖПЛЕТӖР
БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? «Эпӗ сирӗн Аҫӑр пулӑп, эсир Манӑн ывӑлӑмсем, хӗрӗмсем пулӑр, тет Пурне те Тытса Тӑракан Ҫӳлхуҫа» (2 Коринф 6:18). Турӑ пире хӑйӗн ҫывӑх тусӗсем тӑвасшӑн. Кӗлтуни ҫак тӗлӗшрен пысӑк вырӑн йышӑнать. Иегова сире: «Чарӑнмасӑр кӗлтӑвӑр»,— тет (1 Фессалоника 5:17). Эсир хӑвӑра мӗн хумхантарни ҫинчен каланӑ чухне тата чӗрери шухӑшсене уҫса панӑ чухне вӑл яланах итлеме хатӗр (Филиппӑ 4:6). Эсир ҫемьепе пӗрле кӗлтӑватӑр пулсан, сирӗн кил-йыш эсир Турра чӑнах та ӗненнине курӗ.
Турӑпа калаҫни ҫеҫ ҫителӗклӗ мар, пирӗн ӑна итлемелле те. Ҫакна эсир унӑн Сӑмахне тата Библи ҫинче никӗсленнӗ публикацисене вӗреннипе тума пултаратӑр (Псалом 1:1, 2). Мӗн пӗлсе пыни ҫинчен шухӑшлӑр (Псалом 76:12, 13). Ҫавӑн пекех Турра итлес тесен христиансен тӗлпулӑвӗсене пӗрмаях ҫӳремелле (Псалом 121:1—4).
Унсӑр пуҫне, Иегова ҫинчен ыттисене каласа пани сире унпа хӑвӑр хушӑри хутшӑнусене ҫирӗплетме пулӑшӗ. Ҫак ӗҫе мӗн чухлӗ нумайрах хутшӑнатӑр, эсир Турӑпа ҫавӑн чухлӗ ытларах ҫывӑхланатӑр (Матфей 28:19, 20).
УСӐЛЛӐ КАНАШСЕМ
-
Кашни кун Библи вулама тата кӗлтума вӑхӑт уйӑрӑр
-
Ҫемьере малти вырӑнта вӑйӑ-кулӑпа кану мар, Турра пуҫҫапассипе ҫыхӑннӑ ӗҫсем пулччӑр тесе тӑрӑшӑр
2. ТУРӐ СӐМАХНЕ ҪЕМЬЕПЕ ПӖРЛЕ ВӖРЕНӖР
БИБЛИРЕ МӖН КАЛАНӐ? «Турӑ патне ҫывӑхарӑр, Вӑл та сирӗн пата ҫывӑхарӗ» (Иаков 4:8). Турӑ Сӑмахне ҫемьепе пӗрле хӑҫан вӗренессине палӑртса хурӑр та ҫав йӗркене тытса пырӑр (Пултарни 18:19). Унсӑр пуҫне, кулленхи пурнӑҫра та Турӑ ҫинчен манмалла мар. Эсир Турӑ ҫинчен «килӳнте ларнӑ чухне те, ҫулпа пынӑ чухне те, ҫывӑрма выртсассӑн та, ир тӑрсассӑн та» калаҫатӑр пулсан, ҫакӑ сирӗн ҫемьерисене Турӑпа хӑйсен хушшинчи хутшӑнӑвӗсене ҫирӗплетме пулӑшӗ (Саккуна астутарни 6:6, 7). Ҫак енчен Иисус Навин лайӑх тӗслӗх кӑтартнӑ, вӑл каланӑ: «Эпир вара — эпӗ, манӑн кил-йышӑм — Ҫӳлхуҫана пӑхӑнса пурӑнӑпӑр» (Иисус Навин 24:15).
УСӐЛЛӐ КАНАШ
-
Мӗн-мӗн вӗренессине маларах шухӑшласа хурӑр, килтисене мӗн кирлине те шута илӗр