Тӗп матералсем патне куҫӑр

Тупмалли патне куҫӑр

3-МӖШ УРОК

Библи Турӑран пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

Библи Турӑран пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

1. Библи Авторӗ кам?

Ҫынсем ҫӗр ҫинче ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнӗҫ текен ырӑ хыпара Библире ҫырса хунӑ (Псалом 36:29). Библи 66 пысӑках мар кӗнекерен тӑрать. Ӑна 40-е яхӑн Турра шанчӑклӑ арҫын ҫырнӑ. Малтанхи пилӗк кӗнекине 3 500 ҫула яхӑн каялла Моисей пророк ҫырнӑ. Юлашки кӗнекине 1 900 ҫул ытла каялла Иоанн апостол ҫырнӑ. Библире камӑн шухӑшӗсене ҫырса хунӑ? Турӑ святой сывлӑшпа усӑ курса хӑйӗн пророкӗсене информаци панӑ (2 Патшасен 23:2). Вӗсем хӑйсен шухӑшӗсене мар, Туррӑн шухӑшӗсене ҫырса панӑ. Апла пулсан, Библи Авторӗ — Иегова. (2 Тимофей 3:16; 2 Петр 1:20, 21 вулӑр.)

«Библи Авторӗ кам?» видеоролика пӑхӑр.

2. Библи Турӑран пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?

Библи — Турӑ панӑ кӗнеке, мӗншӗн тесен унта пуласлӑх пирки тӗп-тӗрӗс тата вак-тӗвек таранах ҫырса панӑ. Пӗр ҫын та ҫакна тума пултараймасть (Иисус Навин 23:14). Пурне те Тума Пултаракан Турӑ кӑна этемлӗхӗн пуласлӑхӗ ҫинчен малтанах каласа хума пултарать. (Исаия 42:9; 46:10 вулӑр.)

Турӑ панӑ кӗнеке хӑйне евӗрлӗ пӗртен-пӗр кӗнеке пуласса кӗтни тӗрӗс. Паянхи куна Библие ҫӗршер чӗлхепе темиҫе миллиард экземпляр пичетлесе кӑларнӑ. Вӑл питӗ авалхи кӗнеке пулсан та, наукӑпа пӗтӗмпех килӗшсе тӑрать. Ҫавӑн пекех ӑна ҫырнӑ 40 ҫын пӗр-пӗрне хирӗҫлени пулман. Библире мӗн ҫырнинче пуринче те Туррӑн юратӑвӗ уҫҫӑн курӑнса тӑрать тата ҫак кӗнеке паянхи кун та ҫынсен пурнӑҫне лайӑхлатма пултарать. Ҫаксем пурте миллион-миллион ҫынна Библи Турӑ Сӑмахӗ пулнине ӗненме пулӑшаҫҫӗ. (1 Фессалоника 2:13 вулӑр.)

«Библи Турӑ кӗнеки пулнине эпир ӑҫтан пӗлетпӗр?» видеоролика пӑхӑр.

3. Библире мӗн ҫинчен ҫырнӑ?

Библири тӗп темӑсенчен пӗри вӑл — Турӑ ҫынсене юратнӑран вӗсем валли чаплӑ пуласлӑх хатӗрлесе хуни ҫинчен калакан ырӑ хыпар. Библире этемлӗх историйӗн пуҫламӑшӗнче ҫынсем ҫӗр ҫинчи райра пурӑнмалли мая мӗнле ҫухатни тата пуласлӑхра рая ҫӗнӗрен мӗнле туса парасси ҫинчен каласа панӑ. (Ӳлӗмхине 21:4, 5 вулӑр.)

Библире ҫавӑн пекех саккунсем, принципсем тата канашсем пур. Унсӑр пуҫне, унта Туррӑн паха енӗсене уҫса паракан нумай историе ҫырса панӑ. Ҫаксем пурте пире Турӑ ҫинчен лайӑхрах пӗлме пулӑшаҫҫӗ. Унӑн тусӗ пулас тесен пирӗн мӗн тумаллине те Библи ӑнлантарса парать. (Псалом 18:8, 12; Иаков 2:23; 4:8 вулӑр.)

4. Библие ӑнланма мӗн пулӑшать?

Библие ӑнланма сире ҫак брошюра пулӑшӗ. Унта Иисус Христос вӗрентнӗ меслетсемпех усӑ курнӑ. Вӑл Сӑваплӑ Ҫырури тӗрлӗ вырӑнти сӑвӑ йӗркисене илнӗ те вӗсене ӑнлантарса панӑ. (Лука 24:27, 45 вулӑр.)

Туррӑн ырӑ хыпарӗнчен лайӑхраххи мӗн пултӑр ӗнтӗ! Апла пулин те хӑшӗ-пӗрисем ӑна итлесшӗн мар, теприсене вӑл тарӑхтарма та пултарать. Анчах та ҫакӑ сире чарса ан тӑтӑр. Вӗт Турра пӗлни ӗмӗрлӗх пурнӑҫ парать. (Иоанн 17:3 вулӑр.)