Хӑюлӑх пар мана
(4 Патшасен 6:16)
Уҫласа илӗр:
1. Мӗн мана кӗтет-ши?
Ман чунӑм хумханать.
Эс манпа пӗрле — пӗлетӗп.
Аллу тӗрек парать.
Йывӑр чух, ман Туррӑм,
Ҫакна асра тытап:
Эсӗ шанчӑклӑ, эс тӳрӗ.
Сана шанса тӑрап.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Иегова, пулӑшсам мана,
Манма ан пар ҫакна:
Йышлӑ ҫар тӑрать пирӗн майлӑ.
Камран хӑрас апла?
Ҫирӗп сан енче тӑма
Парсамччӗ сывлӑшна.
Иегова, Ҫӗнтерӳҫӗ,
Хӑюлӑх пар мана.
2. Хам ҫине шанмастӑп,
Вӗт эп тӑпра кӑна.
Эсӗ — Хӳтлӗхӗм, Тӗрекӗм.
Шанатӑп сан вӑйна.
Ҫирӗп те хӑюллӑ
Тусам ман чӗрене.
Тӗрмерен те, вилӗмрен те
Хӑрамӑп ӗмӗрне.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Иегова, пулӑшсам мана,
Манма ан пар ҫакна:
Йышлӑ ҫар тӑрать пирӗн майлӑ.
Камран хӑрас апла?
Ҫирӗп сан енче тӑма
Парсамччӗ сывлӑшна.
Иегова, Ҫӗнтерӳҫӗ,
Хӑюлӑх пар мана.
ХУШСА ЮРЛАМАЛЛИ
Иегова, пулӑшсам мана,
Манма ан пар ҫакна:
Йышлӑ ҫар тӑрать пирӗн майлӑ.
Камран хӑрас апла?
Ҫирӗп сан енче тӑма
Парсамччӗ сывлӑшна.
Иегова, Ҫӗнтерӳҫӗ,
Хӑюлӑх пар мана.
Иегова, Ҫӗнтерӳҫӗ,
Хӑюлӑх пар мана.