БИБЛИРИ СӐВӐ ЙӖРКИСЕНЕ ӐНЛАНТАРСА ПАНИ
Псалом 45:11. «Парӑнӑр мана. Эпӗ Турӑ иккенне пӗлӗр»
«Парӑнӑр мана. Эпӗ Турӑ иккенне пӗлӗр. Эпӗ халӑхсем хушшинче асла тухӑп, ҫӗр ҫинче асла тухӑп» (Псалом 46:10, «Ҫӗнӗ тӗнче» куҫару).
«Чарӑнӑр, Эпӗ Турӑ иккенне ӑнласа илӗр: халӑхсем хушшинче асла тухатӑп, ҫӗр ҫинче асла тухатӑп» (Псалом 45:11, Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗн куҫарӑвӗ).
Псалом 45:11-мӗшӗнчи сӑмахсем мӗне пӗлтереҫҫӗ?
Турӑ пур ҫынна та хӑйне пуҫҫапма хавхалантарать тата ҫӗрпе хуҫаланма унӑн право пуррине йышӑнма ыйтать. Кам ӗмӗр-ӗмӗр пурӑнасшӑн, ҫавсен Туррӑн власть та, вӑй та пуррине йышӑнмалла (Ӳлӗмхи 4:11).
«Парӑнӑр мана. Эпӗ Турӑ иккенне пӗлӗр». Хӑш-пӗр куҫарусенче ҫак сӑвӑ йӗрки «чарӑнӑр», «шӑпланӑр» е «шӑп пулӑр» сӑмахсемпе пуҫланать. Тӗрӗс мар куҫарнине пула ҫынсем чиркӳре пӗр чӗнмесӗр тӑмалла тесе шутлама пуҫланӑ. Анчах еврей чӗлхинчен куҫарсан ҫак сӑвӑ йӗркинчи сӑмахсем «Парӑнӑр мана. Эпӗ Турӑ иккенне пӗлӗр» тенине пӗлтереҫҫӗ. Ҫак сӑмахсемпе усӑ курса Иегова a Турӑ пур халӑха та ҫапла чӗнсе калать: мана хирӗҫ тӑма пӑрахӑр тата мана ҫеҫ пуҫҫапӑр.
Ҫакӑн евӗрлӗ чӗнсе калани 2-мӗш Псаломра та пур. Унта каланӑ тӑрӑх, кам Турра хирӗҫ тӑрать, ҫавсене Турӑ та хирӗҫ тӑрӗ. Тепӗр енчен кам Туррӑн влаҫне йышӑнать, ҫавсем унран канашпа ӑслӑлӑх тата вӑй ыйтаҫҫӗ. «Ӑна шанакансем» хӑйсене хӳтлӗхри пек туяҫҫӗ тата йывӑр вӑхӑтра та савӑнӑҫа ҫухатмаҫҫӗ (Псалом 2:9—12).
«Эпӗ халӑхсем хушшинче асла тухӑп, ҫӗр ҫинче асла тухӑп». Авалхи вӑхӑтра Иегова Турӑ хӑйӗн халӑхне хӳтӗлес тесе хӑйӗн хӑватлӑ вӑйӗпе усӑ курнӑ чухне асла тухнӑ (Тухни 15:1—3). Пуласлӑхра вара Турӑ тата ытларах асла тухӗ, мӗншӗн тесен ҫӗр ҫинче кашни ҫын ӑна пӑхӑнса пуҫҫапса пурӑнӗ (Псалом 85:9, 10; Исаия 2:11).
Псалом 45:11-мӗш сӑвӑ йӗркин контексчӗ
Библие ӑнлантарса паракан пӗр справочникра 45-мӗш Псалом пирки «хӑйӗн халӑхне хӳтӗлекен хӑватлӑ Турра мухтава кӑларакан гимн» тенӗ. Туррӑн ӗҫлекенӗсем ҫак псалома юрланипе Иегова хӑйсене хӳтӗлеме тата пулӑшма пултарасса шаннине кӑтартнӑ (Псалом 45:2, 3). Ҫак сӑмахсем вӗсене Иегова хӑйсемпе яланах пӗрле пулнине аса илтернӗ (Псалом 45:8, 12).
Ҫак псалом Туррӑн ӗҫлекенӗсене Туррӑн аслӑ ӗҫӗсем ҫинчен шухӑшлама хавхалантарнӑ. Ҫакӑ вӗсене Иегова хӑйӗн халӑхне хӳтӗлеме пултарасса хытӑрах шанма пулӑшнӑ (Псалом 45:9). Уйрӑмах, ҫак псалом Турӑ вӑрҫӑсене пӗтерме пултарасси ҫине тимлеттернӗ (Псалом 45:10). Авалхи вӑхӑтра Иегова хӑйӗн халӑхне тӑшмансенчен хӳтӗленипе вӑрҫӑсене пӗтернӗ теме пулать. Анчах Библире каланӑ тӑрӑх, кӗҫех Турӑ тата тӗлӗнмеллерех ӗҫсем тӑвӗ: вӑл пӗтӗм ҫӗр ҫийӗпе вӑрҫӑсене пӗтерӗ (Исаия 2:4).
Хальхи вӑхӑтра Иегова хӑйӗн ӗҫлекенӗсене пулӑшса тӑрать-и? Пулӑшса тӑрать. Ахальтен мар Павел апостол христиансене Турӑран пулӑшу ыйтма хавхалантарса тӑнӑ (Еврейсем 13:6). 45-мӗш Псаломри шухӑшсем Иегова пире хӳтӗлеме пултарнине, Турӑ «пирӗн тарса хӑтӑлмалли хӳтлӗхӗмӗр, вӑй-хӑватӑмӑр» пулнине, хытӑрах шанма пулӑшать (Псалом 45:2).
Псаломсен кӗнекипе паллаштаракан ҫак кӗске видеона пӑхӑр.
a Иегова — Туррӑн ячӗ (Псалом 83:18, ҪТ). «Кам вӑл Иегова?» статьяна пӑхӑр.