Мӗншӗн Иегова Свидетелӗсем Раштав уявне паллӑ тумаҫҫӗ?
Анлӑ сарӑлнӑ йӑнӑш шухӑшсем
Миф: Иегова Свидетелӗсем Раштав уявне паллӑ тумаҫҫӗ, мӗншӗн тесен Иисус Христоса ӗненмеҫҫӗ.
Факт: Эпир христиансем. Эпир Иисус Христос урлӑ ҫеҫ ҫӑлӑнма пулать тесе шутлатпӑр (Апостолсен ӗҫӗсем 4:12).
Миф: Раштав уявне паллӑ тумалла мар тесе вӗрентнипе эсир ҫемьесене хирӗҫтеретӗр.
Факт: Эпир ҫемьесем килӗштерсе пурӑнччӑр тесе тӑрӑшатпӑр, ҫавӑнпа Библипе усӑ курса ҫынсене ҫемйисене ҫирӗплетме пулӑшатпӑр.
Миф: Раштав уявӗ вӑхӑтӗнче ҫынсем пӗр-пӗрне парнесем параҫҫӗ, килӗштерме тӑрӑшаҫҫӗ тата ырӑ ӗҫсем тӑваҫҫӗ, эсир вара ҫакнашкал шухӑш-кӑмӑллӑ ҫынсем мар.
Факт: Эпир кашни кунах уҫӑ кӑмӑллӑ пулма тата килӗштерсе пурӑнма тӑрӑшатпӑр (Ытарӑшсем 11:25; Рим 12:18). Сӑмахран, эпир хамӑрӑн тӗлпулусене мӗнле ирттерни тата ырӑ хыпара мӗнле сарни Иисусӑн ҫак сӑмахӗсемпе килӗшсе тӑрать: «Тӳлевсӗр илтӗр — тӳлевсӗрех парӑр
» (Матфей 10:8). Унсӑр пуҫне, эпир Турӑ Патшалӑхӗ ҫеҫ ҫӗр ҫинче тӑнӑҫлӑ пурнӑҫ туса парасси ҫинчен пӗлтеретпӗр (Матфей 10:7).
Иегова Свидетелӗсем Раштав уявне мӗншӗн паллӑ тумаҫҫӗ?
Иисус хӑйӗн ҫуралнӑ кунне мар, хӑй вилнӗ куна аса илме хушнӑ (Лука 22:19, 20).
Иисусӑн апостолӗсем тата малтанхи христиансем Раштава уявламан. Пӗр энциклопедире ҫырнӑ тӑрӑх, «
Раштава [пирӗн эрӑри] 243 ҫултан уявлама пуҫланӑ
», апла ӑна юлашки апостол вилнӗ хыҫҫӑн ҫӗр ҫул ытла иртсен ҫеҫ уявлама тытӑннӑ (New Catholic Encyclopedia).Иисус декабрӗн 25-мӗшӗнче ҫуралнине ҫирӗплетсе пама ҫук; Библире вӑл хӑш уйӑхра, хӑш кун ҫуралнине ҫырса паман.
Эпир Турӑ Раштав уявне ырламасть тесе шутлатпӑр, мӗншӗн тесен вӑл суя тӗн йӑли-йӗркисемпе ҫыхӑннӑ (2 Коринф 6:17).
Паллӑ тумалла-и е тумалла мар — ҫакӑ мӗншӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ?
Нумайӑшӗ Раштав суя тӗнрен пуҫланса кайнине тата Библи ӑна уявламалла тесе вӗрентменнине пӗлеҫҫӗ пулин те, ӑна уявлама пӑрахмаҫҫӗ. Вӗсем ыйтма пултараҫҫӗ: христиансен мӗншӗн ҫак анлӑ сарӑлнӑ уява паллӑ тума пӑрахмалла? Вӑл мӗнле пуҫланса кайнине мӗншӗн шута илмелле?
Библи пире пур ӗҫе те шухӑшласа, «ӑспа
» тума хавхалантарать (Рим 12:1, 2). Вӑл пире чӑнлӑха хаклама вӗрентет (Иоанн 4:23, 24). Ҫавӑнпа эпир ҫынсем пирӗн ҫинчен мӗн шухӑшланипе интересленетпӗр пулин те, пур чухне те Библири принципсене тытса тӑма тӑрӑшатпӑр, ҫакӑншӑн ыттисем пирӗн ҫинчен япӑх шухӑшласан та.
Раштава уявламастпӑр пулсан та, эпир кашни ҫыннӑн ҫак тӗлӗшрен хӑйӗн йышӑну тума право пуррипе килӗшетпӗр. Эпир ҫынсене хистесех хамӑр пек тутарттарасшӑн мар тата вӗсене ҫак уява паллӑ тума чӑрмантарма хӑтланмастпӑр.